30 июня 2007 г.
Районта иртнĕ “Зарницăпа” “Орленок” çарпа спорт вăййисен çĕнтерÿçисем Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнче вĕренекенсем пулчĕç. Вĕсем республикăри çамрăк армеецсен финалти вăййисене хутшăнма ирĕк çĕнсе илчĕç. Пысăк ăмăрту Етĕрне хулинче иртнĕ. Пулас салтаксен вĕренĕвĕ 5 куна пынă. Программа тăрăх, ачасен пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсем (ОБЖ) урокĕсенче илнĕ пĕлĕве практикăпа çирĕплетмелле пулчĕ. Стройпа утма пĕлнинчен пуçласа ÿт-пÿ аталанăвĕ, çынсене массăллă пĕтермелли хĕç-пăшалтан сыхланмалли хатĕрсемпе меслетсем, пирвайхи медицина пулăшăвĕ парасси таранах хăнăхаççĕ çамрăксем çар вĕрентĕвĕнче. Хĕрлĕ Чутай гимназийĕн “Зарница” команди, ОБЖ предметне вĕрентекен Э.В.Романов тата И.А.Романова воспитатель ертсе пынипе, тактикăлла ĕçсене лайăх пурнăçласа, ÿт-пÿ аталанăвĕ енчен те хастарлăхпа палăрса республикăра пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ, Кубока тата медальсемпе Дипломсене тивĕçнĕ. Палăртмалла, ку çĕнтерÿ юлашки 39 çул хушшинче район историйĕнче пĕрремĕш хут.
Сăмах май, ОБЖ предмечĕн учителĕ Э.В.Романов çамрăк армеецсене тупăшăва тĕплĕн хатĕрленĕ, çавăнпа вĕрентĕвĕн кăтартăвĕсем те пысăк.
Источник: "Пирěн пурнăç"