Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçсĕррисем çĕнĕ професси илчĕç

27 июня 2007 г.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр предприяти-организацисемпе çыхăну тытса ĕçсĕр тăрса юлнă граждансене пулăшса тăрать: ĕç вырăнĕ тупса парать, тепĕр профессие алла илме вĕренме ярать тата ытти те. Çулталăк пуçланнăранпа ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă 23 çын хăйсен пĕлĕвне ÿстерме вĕренме кайнă. Вĕсенчен 20-шĕ пĕлÿ илнĕ ĕнтĕ, 3-шĕ халĕ те вĕренеççĕ-ха. Палăртмалла, çак йышран ытларахăшĕ 29 çула çитменнисем.

Июнĕн 14-мĕшĕнче районти райпора, Шупашкарти кооператив техникумĕ  урлă “Продавец-кассир-контролер” специальноçне алла илекенсен экзаменĕ иртрĕ. Унта 10 çамрăк пĕлÿ илчĕ. Комисси членĕсем çамрăксем суту-илÿре ĕçлеме çителĕклĕ пĕлÿ илнине палăртрĕç, лайăх хак пачĕç. Акă, вĕренекенсенчен 4-шĕ “5” паллăпа, 4-шĕ “4”, 2-шĕ “3” паллăсемпе курса вĕçлерĕç.

Калас пулать, ĕç шыракансенчен чылайăшĕ ПЭВМ операторĕ, сутуçă, кадрсемпе ĕçлекен менеджер профессине кăмăллани палăрать. Вĕсен кăмăлĕсене, ĕмĕт-тĕллевĕсене пурнăçа кĕртессипе центр ĕçченĕсем çине тăрса ĕçлеççĕ,   тĕрĕс професси суйласа илме пулăшассипе тĕрлĕ занятисем ирттереççĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика