27 июня 2007 г.
Районта спорта юратакансем хăйсен ÿсĕмĕсемпе савăнтарсах тăраççĕ. Акă, июнĕн 22-мĕшĕнче Çĕмĕрле хулинче республикăра мала тухассишĕн çуллахи полиатлон енĕпе пысăк ăмăрту иртрĕ. Унта спорта кăмăллакансен районти пысăк ушкăнĕ хутшăнчĕ. Шкул ачисем хушшинче Хĕрлĕ Чутай гимназийĕн вĕренекенĕ Е.Триковская пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Аслисен тупăшăвĕнче В.Дадюков (спорт шкулĕн тренерĕ) 2-мĕш вырăна тивĕçрĕ, Л.Шивиркина (редакци ĕçченĕ) 2-мĕш вырăна тухма пултарчĕ, В.Романов (районти эколог), Л.Михуткина (спорт шкулĕн тренерĕ) хăй çулхисем хушшинче пĕрремĕшсем пулчĕç. Çĕнтерÿçĕсене ЧР Физкультурăпа спорт тата туризм министерствин Дипломĕсемпе тата медалĕсемпе наградăларĕç.
Июнĕн 25-мĕшĕнче Йĕпреç районĕнче Республика кунне халалласа республикăри ял тăрăхĕсем хушшинчи Спартакиада иртрĕ. Спорт ăмăртăвне Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнчи спортсменсем хутшăнчĕç. Ушкăна С.Кчетков ертсе пычĕ. Спорт уявĕнче тĕрлĕ енлĕ ăмăртусем пулчĕç. Ытти районсенчен килсе çитнĕ лашасен чупăвне курма тÿр килчĕ, унтах лашасем йывăр тиенĕ лава туртассипе тупăшрĕç. Тупăшусем интереслĕ тата тĕрлĕ енлĕ пулчĕç. Сĕтел хушшине тăрса алă вăйне виçессипе çивĕч кĕрешрĕç. Районти спорт шкулĕн тренерĕ И.Родионова хĕрарăмсене пурне те парăнтарса чемпион ятне çĕнсе илчĕ. Шыв çинче пĕренене тĕксе пырса ишессипе В.Дадюкова çитекенни пулмарĕ. Вăл - чи вăйли. Çавăн пекех спорта кăмăллакансем кире пуканне хапха урлă ывăтас, кĕвентепе шыв йăтас, йывăр лава туртас енĕпе тата ытти тупăшусене хутшăнса вăй виçрĕç. Çĕнтерÿçĕсене ЧР Ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев саламларĕ, премипе чысларĕ.
Палăртмалла, пирĕн хушăра спорт ăстисем чылай пулин те пысăк ăмăртусене сахаллăн хутшăнаççĕ. Ку хутĕнче те массăллă тупăшусене хутшăнма май килмерĕ, йыш пĕчĕкрех пулчĕ. Пултаруллă спортсменсем ытларах пулнă пулсан призерсен шучĕ те пысăкрах пулĕччĕ-и, тен. Спортсменсен хăйсен пултарулăхне кăтартма вăтанмалла мар.
Ăмăртусенче “Единая Россия” партин Чăваш регионĕнчи уйрăмĕ, УАО “Россельхозбанк” спонсорла пулăшу пачĕç.
Источник: "Пирěн пурнăç"