Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Туслăх» лагерьте

23 июня 2007 г.

Ачасемшĕн хаваслă кунсем çитрĕç. Çуллахи каникул! Чи вăрăм кану вăхăчĕ. Юратнă тĕпренчĕкĕсем пушă вăхăта туллин те интереслĕ ирттерччĕр тесе ашшĕ-амăшĕ тĕплĕн шухăшлать. Пĕрисем ачисене хула тулашĕнчи кану лагерĕсене, теприсем чăтăмсăррăн кĕтекен аслашшĕсемпе асламăшĕсем тата кукамăшĕсемпе кукашшĕсем патне çуллахи ĕçсенче пулăшма ăсатаççĕ, виççĕмĕшĕсем хăйсем çумĕнчех, килтех, хăвараççĕ.

Ачасем пушă вăхăта интереслĕ те пĕл­терĕшлĕ ирттерччĕр тесе июнĕн 5-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнче “Туслăх” лагерь уçăлчĕ. Ăна ертсе пыраканĕ -  А.О.Калейкина.

Лагере виççĕмĕш, пил­лĕкмĕш, çиччĕмĕш классенчи 80 яхăн ача çÿрет. Кун йĕрки тăрăх вĕсем шкула сакăр сехете килеççĕ. Икĕ хут апатланаççĕ: ирхи тата кăнтăрлахи. Ачасен сывлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе райпо столовăйĕнче ĕçлекенсем апата тĕрлĕ улма-çырла сĕткенĕпе, сĕтеклĕ çимĕçсемпе пуянлатаççĕ. Ирхи апатпа кăнтăрлахи апат хушшинче, кăнтăр иртни икĕ сехет те вăтăр минутчен ачасен ларса тăма вăхăт çук, тĕрлĕ мероприятисене хутшăнма ĕл­кĕрмелле. Лагерьте виçĕ отряд: “Канăçсăррисем”, “Асамат кĕперĕ”, “Çемĕ”.  Вĕсене ачасен ÿсĕмне кура йĕркеленĕ. О. С.Кузьмина, Г.Н.Гусельщикова, В.Н.Артемьева, М.Н.Васильева воспитательсем, спорт ăмăртăвĕсене ертсе пыракан С.В.Эзенкин ачасен кун йĕрки иртереслĕ пултăр тесе тăрăшаççĕ. Кашни кун ачасен кăмăлне каякан мероприятисем ирттерме ÿркенмеççĕ. Тен, çавăнпа та лагере ачасем кун сиктермесĕр çÿреме тăрăшаççĕ. Паллах, ачасемпе усăллă калаçусем те йĕркелеççĕ. Тĕслĕхрен, ГИБДД сотрудникĕ А.А.Майоров ачасене çул çинче хăйсене мĕнле тытмаллине, райадминистрацин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ А.С.Смирнов шыва кĕме кайсан тимлĕ пулмаллине тата инкеке лексен пĕрремĕш пулăшу епле памаллине тĕплĕн каласа пани ачасемшĕн питĕ усăллă пулчĕ. Ачасем савăнăçлă вăйăсенче, ăмăртусенче, юрă-ташă конкурсĕсенче, шашкăпа шахмат вăййисенче хутшăннисĕр пуçне шкул территорийĕнче  тирпей-илем кÿреççĕ, тĕрлĕ йышши эмел курăкĕ пухса хатĕрлев пунктне леçсе параççĕ. “Кун пек маттур ачасемпе ĕçлеме питĕ кăмăллă”, - теççĕ воспитательсем.

Чăн та, ачасем лагере кунсерен çÿреççĕ, туслăн пĕр-пĕринпе ăмăртса выляççĕ тата ĕçлеççĕ. Канмалли кунсене интереслĕ тата çывăх юлташсемпе ирттернине мĕн çитĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика