Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ тĕллевсем палăртрĕç

19 июня 2007 г.

Паянхи вăхăтра пирĕн республикăра парти членĕсем 23 пине яхăн çын, вырăнсенче - 26 уйрăм, 893 пуçламăш организаци тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчи депутатсен 26 пĕрлешĕвĕ. Шутлав комиссийĕ пĕлтернĕ тăрăх, республикăри 26 муниципалитет ертÿçинчен 22-шĕ, тĕрлĕ шайри 1,2 пин депутатран 349-шĕ (е 61 процент) тата ял-хула тăрăхĕсен 250 пуçлăхĕ çак парти членĕ. Чăваш Республикин 12 министерствипе ведомствин тата федерацин 9 территори органĕн ертÿçисем çак парти билечĕллĕ, районта пурăнакансенчен 600-шĕ “Единая Россия”парти членĕсем шутланаççĕ.

Июнĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарти Ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх керменĕнче “Единая Россия” партин чăваш регионĕнчи уйрăмĕн XII конференцийĕ иртрĕ. Унăн ĕçне “Единая Россия” партин Аслă Канашĕн членĕ, Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Çĕршывсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ, “Единая Россия” политика партийĕн Генеральнăй Канашĕн президиумĕн секретарĕн çумĕ К.И.Косачев, Патшалăх Думин депутачĕ П.В.Семенов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн “Единая Россия” фракцийĕн членĕсем, министерствăсемпе ведомствăсен ертÿçисем, район-хула администрацийĕсен ертÿçисем, ăслăлăхпа вĕрентÿÿ, бизнес, культура отраслĕсен, сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем, çавăн пекех партин политикине килĕштерекенсем хутшăнчĕç. Пирĕн районтан вара асăннă çĕрте 5-ĕн пулчĕç, вĕсем:  район пуçлăхĕ А.И.Криков, унăн çумĕ А.В.Башкиров, район хаçачĕн редакторĕ А.Н. Оринова, партин вырăнти уйрăмĕн райĕçтăвкомĕн ертÿçи Л.П.Пудова тата партин вырăнти çамрăкĕсемпе ĕçлекен А.С.Башкиров.

Пухăннисем кун йĕркинче 6 ыйту пăхса тухрĕç.

Конференцире малтанах “Единая Россия” партин Аслă Канашĕн членĕ, Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров партин çĕнĕ членĕсене парти билечĕсене пачĕ. Унтан партин Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн секретарĕ, ЧР парламенчĕн ертÿçи М.А. Михайловский анлă та тĕплĕ доклад турĕ. Михаил Алексеевич хăйĕн сăмахĕнче партин тĕп тĕллевĕ Раççейре пурăнакан кашни çыннах тивĕçлĕ пурнăç условийĕсем туса парасси тата Раççей патшалăхĕн, çавăн пекех тăван республикăмăрăн тытăмлăхне çирĕплетесси, ăна ытти çĕршывпа тупăшма пултаракан патшалăхсен шутне кĕртесси пулнине палăртрĕ. Çак çул-йĕре тĕпе хурса ĕçлеççĕ те  РФ Патшалăх Думинчи тата ЧР Патшалăх Канашĕнчи “Единая Россия”  фракцийĕсен членĕсем. Вĕсем тăрăшнипех кăçал кăна парти пуçарăвĕпе йышăннă “Сывлăх”, “Вĕрентÿ”, “Раççей гражданĕсене туянма май пур тата хăтлă хваттерпе тивĕçтересси”, “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕсене пурнăçлама çĕршыв бюджетĕнчен 240 миллиард тенкĕ уйăрнă, юлашки икĕ çул хушшинче ĕç шалăвĕ икĕ хут ÿснĕ, 2007 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен иккĕмĕш ача çуратнăшăн (е усрава илнĕшĕн) патшалăх хăй енчен пулăшу кÿме хушма мерăсем йышăннă. Кăçалтан, авă, амăшĕн капиталĕн шучĕпе иккĕмĕш ачашăн 250 пин илме пуçларĕç, укçа йÿнелнине (инфляцие) шута илсе ăна индексацилесех тăрĕç.

ЧР Патшалăх Канашĕн пĕлтĕрхи октябрь уйăхĕн 8-мĕшĕнчи суйлав пĕтĕмлетĕвĕпе “Единая Россия” фракци членĕсен йышĕ пысăкланнă май чылай çивĕч ыйтăва çăмăлраххăн татма май килнĕ. 2006 çулта, федерацин адреслă программисене шута илмесĕр, Чăваш Ен бюджетне 4,7 миллиард тенкĕлĕх пулăшу кÿнĕ. Пĕлтĕрхи суйлав хыççăн çак пулăшу икĕ хут ÿснĕ. Федерацин тĕллевлĕ программисене адреслă укçа-тенкĕ хывасси, унчченхи çулпа танлаштарсан, 39 процент ÿснĕ е 1,3 миллиард тенкĕ ытларах килнĕ. Уйрăмах - “Çул-йĕр строительстви”, “Бюджет шайлашулăхĕ” пайсемпе тата регионсене аталантармалли фонд пулăшăвĕ шучĕпе.

Çурт-йĕрпе çул-йĕр строительствине те юлашки вăхăтра çĕнĕ варкăш кĕчĕ. Кĕçех шĕкĕр хуламăрти “Богданка” микрорайонти 25 пин çемье социаллă çурт-йĕрте хăтлă хваттер илĕ. “Пурăнмалли çурт-йĕр” программăпа çĕкленекен çак микрорайона хăпартма кăна 100 миллиард тенкĕпе (шухăшласа пăхăр: ку - Чăваш Енĕн пилĕк çулхи бюджечĕ!) усă курĕç.

Михаил Алексеевич сывлăх сыхлавĕ, физкультурăпа спорт, социаллă политика аталанăвĕ, инвестици хывас ĕç тата ытти чылай ыйту çинче чарăнса тăчĕ. Çаксем пурте - “Единая Россия” парти витĕмĕпе пулса пыракан ĕçсем. Умра - татах пысăкрах тĕллевсем.

“Единая Россия” партин Аслă Канашĕн членĕ, Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров шăпах çак парти тăрăшăвĕпе çĕршывăн кăçалхи бюджетĕнче унтан регионсене уйăрмалли пулăшăва регион бюджечĕн 28 проценчĕ чухлĕ ÿстерме палăртнă пулсан, Чăваш Республикишĕн çак кăтарту 41 процентпа танлашнине пĕлтерсен залра ларакансем алă çупмасăр тăраймарĕç. “Эпир мĕн палăртнинчен 2 миллиард тенкĕ ытларах ку, - терĕ Николай Васильевич. - Октябрь уйăхĕн 8-мĕшĕнчи суйлавăн лайăх пĕтĕмлетĕвĕсем, пирĕн республикăри суйлавçăсем “Единая Россия” парти тытса пыракан çул-йĕре кăмăлланин результачĕ çакă...” Республика ертÿçи малалла Чăваш Енĕн хăйĕн тупăшĕ те çулсерен федерацин центрĕнчен уйăракан пулăшу кăтартăвĕнчен ытларах ÿссе пыни çинче чарăнса тăчĕ. Акă, промышленноç предприятийĕсен ĕç кăтартăвĕ Раççейри вăтам кăтартуран 1,5 хут пысăкрах пулнине кăтартать статистика. Çут çанталăк пуянлăхĕсĕр Чăваш Енре мĕн тума пултарнине лайăх хаклани çакă...

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Çĕршывсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ, “Единая Россия” политика партийĕн Генеральнăй Канашĕн президиумĕн секретарĕн çумĕ К.И.Косачев, ытти делегатсен сăмахĕнче Чăваш Республикин юлашки çулсенчи ĕç-хĕлне тĕплĕн тишкерчĕç, мĕн тунипе çырлахмасăр малашне те республикăшăн, унта пурăнакан кашни çыншăн тăрăшса ĕçлеме сĕнчĕç.

Парти конференцийĕн делегачĕсем “Единая Россия” политика партийĕн Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн политканашĕн, тĕрĕслевпе ревизи комиссийĕн тата ĕç тытăмĕн йышĕсене çирĕплетрĕç.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика