18 июня 2007 г.
Чирлĕ çынна тепĕр чухне ăшă сăмах эмелрен те ытларах кирлĕ. Лăпкă та кăмăллă лару-тăрура вăл хăйне шанчăклăрах туять, чирпе кĕрешес хавалĕ те ÿсет. Çавăнпа та шур халатлă ĕçченсен ыр кăмăллăх туйăмĕ иксĕлми пулмалла. Район больници çумĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче участковăй врач пулса ĕçлекен Елена Николаевна Хораськинана çынсем ырă кăмăлĕшĕн, чирлисене сыватма тăрăшнишĕн хисеплеççĕ. Елена Николаевна участковăй врач тивĕçне пурнăçланисĕр пуçне инфекци уйрăмĕнче те тăрăшать. Ĕçĕ йывăр, икĕ вырăнта вăй хумаллипе пушшех те лара-тăра пĕлмест врач. Çапах та приема килнисене йышăнма та ĕлкĕрет, инфекци уйрăмĕнче выртакан чирлисене те тимлĕх уйăрать. Ахальтен мар ĕнтĕ Елена Николаевна пирки ĕçтешĕсем: «Инфекци уйрăмĕнче ĕçлесе миçе çыннăн пурнăçне çăлса хăвармарĕ-ши;» - теççĕ.
Сăпайлăскер, вăл нихăçан та хăйĕн ÿсĕмĕсемпе мухтанма юратмасть. Хăйĕнпе, хăйĕн профессийĕн вăрттăнлăхĕпе те паллаштарма кăмăлламасть. «Эпĕ ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмастăп, çынсен сывлăхне çирĕплетессишĕн, упраса хăварассишĕн тăрăшатăп çеç», - тет Е.Хораськина. Çапла каласа вăл хăй чăн-чăн сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕ пулнине çирĕплетет.
Источник: "Пирěн пурнăç"