Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Калчасен шăтаслăхĕ аван, пучахĕ ылтăн пултăрччĕ

09 июня 2007 г.

Хире тухсан чун савăнать: сип-симĕс калча ешерет, ыраш çÿллĕ ÿснĕ, пуçне кăларнă, нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕ хăй ытамне чĕнет... Çак пуянлăхшăн çĕр çынни ырми-канми тăрăшнă, кунĕн-çĕрĕн çĕр хатĕрленĕ, тырă акнă, çĕр улми лартнă, ытти ĕçсене пурнăçланă. Акă, ака-суха ĕçĕсем вĕçленчĕç, калчасен пахалăхĕ пирки калаçма вăхăт çитрĕ. Çавна май, июнĕн 6-мĕшĕнче, районта ака ĕçĕсен пахалăхне, калчасен шăтаслăхне тĕрĕс­лессипе семинар-канашлу иртрĕ. Унта ял хуçалăх кооперативĕсемпе колхозсен ертÿçисем, ял хуçалăх пайĕпе çыхăннă специалистсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

Семинар-канашлу “Штанашский” хуçалăхра пуçланчĕ. Чи малтанах пухăннисене Г.Н.Ишмейкин вырăнти лару-тăрупа паллаштарчĕ, унтан пурте хире тухрĕç. Кунти тĕп агроном В.И.Сидоров çурхи тата кĕрхи культурăсен калчисен пахалăхĕ çинче чарăнчĕ. Тырă пуссисем Штанаш тăрăхĕнче таса, çум курăк çукпа пĕрех. Çапах та, çанталăк условийĕсене пула, кая юлса акнă вăрлăхсен пахалăхĕ шухăшлаттарать. Специалистсем кĕрхи тулă пучахĕ çинче тĕш-тырăна сиен кÿрекен хурт-кăпшанкăсем пуррине палăртса хăварчĕç, вăхăта сая ямасăр вĕсемпе кĕрешмелли сĕнÿсем пачĕç.

Çавăн пекех “Свобода”, “Аккозинский”, “Победа”, “Нива”, “Авангард”,  “Коминтерн” ЯХПК-сенчи, “Мочковашский”, В.Никитин фермер хуçалăхĕсенчи уйсенче пулчĕç, тырăсен шăтаслăхĕ тавра калаçрĕç, ака ĕçĕсенчи ÿсĕмсемпе çитменлĕхсене палăртрĕç. Кĕркунне пысăк тухăç илес тесен хими им-çамĕсемпе усă курса çум курăксене, хурт-кăпшанкăсене пĕтерессипе тимлеме тĕллев лартрĕç. Çапла, пысăк тухăç илес тесен çăвĕпех тар тăкмалла.

Семинар-канашлăвăн пĕтĕмлетĕвĕ “Путь Ильича” колхозра иртрĕ. Районти тĕп агроном Н.Ф.Коробков ака-суха ĕçĕсен кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, чылай хуçалăхсенче пĕр­чĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акас плана пурнăçланине пĕлтерчĕ. Шел те, ку енĕпе “Мочковашский”, “Сура”, “Асамат” хуçалăхсем ĕç планне пĕтĕмпех тултарайман. Пĕтĕмĕшле илсен, кĕрхи культурăсем пур хуçалăхра та пахалăхлă. “Победа” ЯХПК-ри уйра ыраш тĕлĕнмелле аван шăтнă, “Нива” хуçалăхăн тулă пусси хăватлăн хумханса выртать. “Авангард” тăрăхне илсен, калчасем пахалăх енчен  япăхрах темелле. Хальхи вăхăтра ку хуçалăх йывăр лару-тăрура, укçа-тенки çукпа пĕрех, пахалăхлă ĕç пирки калаçмалли те çук. Палăртмалла, районта çав-çавах пушă выртакан лаптăксем те çук мар-ха. Майĕпен вĕсене те усă курассипе ĕçлемелле.

Çурхи ĕçсене пĕтĕм­летсе район пуçлăхĕ А.И.Криков тата унăн пĕрремĕш çумĕ А.П.Самылкин тăрăшуллă, ĕçе пĕлсе йĕркелесе пыракан ертÿçĕсен хуçалăхĕсенче йĕрке пуррине, уй-хирсенче те таса калчасем куçа илĕртнине палăртрĕç. Ун пеккисем çĕр ĕç культурине ÿстерес тĕллевпе малта пыракан опытпа, ăслăлăх сĕнĕ­вĕсемпе анлă усă курса ĕçлеççĕ. Çавăнпа ÿсĕмĕ те пур.

Юлашкинчен комисси членĕсем ял хуçалăхĕсенчи шăтнă калчасен пахалăхне хак пачĕç. Кăтартусем çапларах: акмалли  лаптăк  900 гектартан  иртекен пысăк хуçалăхсем тăрăх илсен, калчасен пахалăхĕ “Коминтерн”, “Нива” ЯХПК-сенче аванрах, пĕчĕкрех хуçалăхсем хушшинче “Победа”, “Аккозинский”, “Штанашский”, “Санкинский” хуçалăхсен тата В.Никитин фермер хуçалăхĕн кăтартăвĕсем савăнтараççĕ.

Семинар-канашлăва Александр Иванович пĕтĕмлетрĕ, умри утă çи тапхăрне тĕплĕн хатĕрленсе ирттерме, кĕрхи культурăсене акма çĕр хатĕрлеме пуçăнмаллине асăнчĕ, пурне те малашлăхра ăнăçу, вăй-хăват сунчĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика