26 мая 2007 г.
Эпир, Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнче 10 “А” класра вĕренекен ачасен ашшĕ-амăшĕсем, пĕтĕм чун-чĕререн класс ертÿçине Валентина Андреевна Кудряшована ырă сăмахпа хаклатпăр. 20 çул ытла ĕнтĕ вăл çак шкулта ачасене тарăн пĕлÿ парассишĕн тăрăшать. Кунта Валентина Андреевна хăйне чăн-чăн педагог пек кăтартрĕ. Унăн вĕренекенĕсем çулсеренех районта, республикăра вырăс чĕлхипе тата литературипе иртекен олимпиадăсене хутшăнаççĕ, малти вырăнсене тивĕçеççĕ.
5-мĕш класран пуçласа ĕнтĕ пирĕн ачасем çак пысăк опытлă педагог аллинче. Хăй пухнă пĕтĕм ăс-хакăлне, вăй-халне В.Кудряшова ачасене парать. Вĕренекенсем ăна юратаççĕ, хисеплеççĕ, ашшĕ-амăшĕсем те ырăпа çеç аса илеççĕ. Валентина Андреевна вĕрентÿ процесне йĕркелеме пултарать, унăн урокĕсенче тĕлĕнмелле шăплăх тата дисциплина хуçаланать.
Валентина Андреевна кашни ачара пуçарулăх туйăмне аталантарма тăрăшать. Çавăнпах пулĕ вăл ирттерекен мероприятисенче ачасем активлă, хастар, никамăн та кичемленсе ларма вăхăт çук.
Ашшĕ-амăшĕсен пухăвне те В.Кудряшова кашни ача пирки лайăххине асăннипе пуçлать. Ку е вăл вĕрентекенĕн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарать, тĕрлĕ сĕнÿсем парать. Эпир чăннипех те класс ертÿçи ачасен ăнăçсăрлăхĕшĕн куляннине, вĕсен çитĕнĕвĕшĕн савăннине куратпăр.
Пирĕн ачасем хаваслă, чăрсăр, кашни хăйне майлă. Хăш-пĕр чухне мĕнлерех пулаççĕ тата! Кун пек чухне Валентина Андреевнана ăмсанмăн. Çавăнпа та эпир хамăрăн юратнă Валентина Андреевнана ачасене ăнланнăшăн, юратнăшăн, пĕлÿ панăшăн тав сăмахĕ каласшăн.
Источник: "Пирěн пурнăç"