Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕнле ĕçлеççĕ, çапла савăнаççĕ

28 марта 2007 г.

Ял тăрăхĕсен отчетлă тапхăрĕ пырать. Мартăн 20-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче ĕçлесе пурăнакансем отчетлă концертпа сцена çине тухрĕç. Смотр-отчета райадминистрацин социаллă аталану пайĕн начальникĕ А.Н.Самсонов уçрĕ, ял тăрăхĕн пуçлăхне В.К.Романова сăмах пачĕ. Валерий Константинович иртнĕ çулхи ĕç-хĕлпе кĕскен паллаштарчĕ, ÿсĕмсемпе çитменлĕхсене асăн­чĕ, кăçал район йĕркеленнĕренпе - 80, Хĕрлĕ Чутай салине 425 çул çитнине халалласа чылай мероприяти ирттерме палăртни çинчен каларĕ, тăван ен аталанăвĕшĕн тăрăшса ĕçлекенсене ятран палăртрĕ, тав турĕ. Çавăн пекех Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче ĕмĕрĕпех ĕçлесе пурăннă, ырă ята тивĕçнĕ пенсионер-ветерансене Çуралнă кунĕсемпе саламласа Тав çырăвĕпе чысларĕ. Вĕсем: Н.Т.Чернигов, Е.А.Сергеева (Хĕрлĕ Чутай сали), В.С.Васильев (Пчелка), Х.Ф.Ахматканов, К.С.Родионова (Туктамăш).

Ял тăрăхĕн отчетлă каçĕнче “Пилеш” тата “Хĕвел” ача-пăча сачĕн заведующийĕсем Е.С. Аргандейкинапа А.Л.Васильева, Ишеккассинчи пуçламăш шкул директорĕ Н.И.Ильина тухса калаçрĕç, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç.

Смотр-отчетăн иккĕмĕш пайне пултарулăх ушкăнĕсем тăсрĕç. Ача-пăча садне çÿрекен капăр тумлă ачасен юррисене куракансем ăшшăн йышăнчĕç. “Çартмас” фольклор ушкăнĕ шăрантарнă кĕвĕсем пурне те тыткăнларĕç. А.Башкировпа В.Жуков, Р.Конистаркина лартнă  шÿтлĕ сценка халăх кăмăлне самаях çĕк­лерĕ. “Куда уходит детство” ятлă сценарие Ишеккассинче ĕçлесе пурăнакансем ăнăçлă кăтартрĕç. Купăсçăсем пĕрин хыççăн тепри илемлĕ кĕвĕ шăрантарчĕç.

Савăнăçлă концертран халăх тулли кăмăлпа саланчĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика