21 марта 2007 г.
Мартăн 15-мĕшĕнче вырăс çыравçи В.Г.Распутин çуралнăранпа 70 çул çитрĕ. Çавна май ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăра мартăн 16-мĕшĕнче аса илÿ каçĕ иртрĕ. Уява Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнчи 9-мĕш класс ачисем, вĕрентекенĕ - вырăс чĕлхи учителĕ А.Г.Магаськина хутшăнчĕç. Л.А.Майорова библиотекарь пухăннисене çыравçăн пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех шкул ачисем “Жизнь примется везде...” кĕнеке куравĕпе паллашрĕç. Çакăнта çыравçăн “Живи и помни”, “Век живи и век люби”, “Уроки французского”, “Вниз и вверх по течению”, “Нежданно-негаданно”, “Дочь Ивана и мать Ивана” ĕçĕсем вырăн тупнă. Вырăс çыравçи хăйĕн хайлавĕсенче çакăн пек çивĕч ыйтусем хускатнă: гуманизм (çынлăх), моральпе кăмăл-сипет, юрату, пурнăçпа вилĕм, трагедилĕх проблеми.
В.Г.Распутинăн пултарулăхĕпе паллашасси малалла пырать. Писателĕн хайлавĕсем тăрăх шкул ачисемпе викторина ирттерме палăртнă.
Источник: "Пирěн пурнăç"