Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 80 çула çитме çăмăл мар

13 марта 2007 г.

Ксения Степановна Родионова (хĕр чухнехи хушамачĕ Сатлайкина) Туктамăш ялĕнче пурăнать. Кăмăллă, сăпайлă хĕрарăм вăл, харкашăва-хирĕçĕве юратмасть, ачисене те çавăн пек пăхса ÿстернĕ. Кăçал кинемей 80 çул тултарчĕ.

К.С.Родионова Ишеккасси ялĕнче хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Пилĕк пĕртăван пулнă вĕсем, Ксения - тăваттăмĕш. Паянхи кун çут тĕнчере пурăнакансенчен вăл тата 90-ран иртнĕ аппăшĕ юлнă. Шел те, ытти чи çывăх тăванĕсем пурте çĕре кĕнĕ.

Вăл вăхăтра çуралнисен кун-çулĕ пĕрре те çăмăл килмен: выçлăх, çук пурнăç, вăрçă... Вăрçă хыççăн та йывăр пулнă. Окçина аппа та (ялта ăна çапла чĕнеççĕ) пурнăçĕнче хура-шурне нумай тÿснĕ пулин те çынлăха çухатман, чи кирлине - хăй 5 ача амăшĕ пулнине самантлăха та манман. Ĕмĕрĕпех колхозра ĕçленĕ, ачасене çын тăвассишĕн тăрăшнă.

К.С.Родионова хăй вăхăтĕнче 7 класлă пĕлÿ илнĕ. Çамрăк хĕрĕн ĕмĕчĕсене вăрçă татнă. Шкулта лайăх вĕреннĕ вăл, йывăрлăхран хăраман, колхоз ĕçне хастар хутшăннă. 14 çулта чухне ăна звено бригадирне суйланă. 7 класс пĕтерсен, вăрçă çулĕсенче, хĕре ферма заведующине лартаççĕ. Вăл шаннă ĕçе тивĕçлĕн пурнăçланă. Вăрçă хыççăн каллех тăван хуçалăхра тăрăшнă. Çук пурнăçа пула малалла вĕренме тÿр килмен ăна, ашшĕ-амăшне пăхнă, хуçалăха тытса пынă. 24 çула çитсен хĕре Туктамăш каччипе, Николайпа, паллаштараççĕ. Çамрăксем пĕр-пĕрне килĕштереççĕ, пĕр çемьене чăмăртанаççĕ. Юратура 5 ача (пурте ывăлсем) çуралать вĕсен. Мăшăр кил-çурт çĕклет, выльăх-чĕрлĕх усрать, ачисене ура çине тăратассишĕн тăрăшать.

Вăхăт пĕр сисĕнмесĕр шав малалла иртет. Халĕ ĕнтĕ Окçина кинемейĕн ачисем те ÿссе çитнĕ, çунат сарса тăван килтен вĕçсе кайнă, кашни çемье çавăрнă. Шел те, 69 çула çитсен упăшки чирлесе çĕре кĕнĕ, 2 ывăлĕ çут тĕнчерен уйрăлни те амăшĕн сывлăхне самаях хавшатнă.

- Ватлăх - савăнăç мар, вăй-хал çулран-çул чакса пырать. Иртсе кайнă ачалăх çулĕсем, çамрăклăх юмахра пулса иртнĕ пурнăç пек туйăнаççĕ. Ытла нушаллă ÿсрĕмĕр, çапах çын ретĕнчен тухман, яла тĕлĕнтермен. Ĕлĕкхипе танлаштарсан, халĕ ырă курса пурăнатăп, пĕтĕмпех çителĕклĕ, ачасем хисеплеççĕ, - терĕ кăмăллăн ветеран.

Сакăр теçетке урлă каçнă кинемей паян хăйне чăннипех телейлĕ туять, тĕп килте кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать. Кил-çурт, хуралтăсем йăлт кирпĕчрен. К.С.Родионован мăнуксем чылай, мăнукĕсен ачисем 10 таранах. Пурте пĕрле пухăнсан кил-çурт тăвансемпе тулать, кинемейĕн чунĕ хĕпĕртет.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика