31 января 2007 г.
Çулталăк пуçламăшĕ - иртнĕ çула пĕтĕмлетмелли, ĕçлесе вăй хунине тишкермелли тата малашлăх тĕллевĕсене палăртмалли вăхăт.
Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн ĕçĕсем вырăнти хăй тытăмлăх реформи çинчен калакан федераллă саккунпа килĕшÿллĕн мĕнлерех пулса пыраççĕ-ха; Мĕнле улшăнусем пулчĕç Чутай таврашне кĕрекен ялсенче;
Ку ыйтусем çине хурав панă май, чи малтанах çакна палăртас килет: пирĕн тăрăх районта чи пысăкки. Пĕтĕмпе 5410 çын пурăнать, 2205 хуçалăх, кĕскен каласан, районăн 1Ÿ4 пайĕ шутланать. Çавна май ĕçсен калăпăшĕ те, йывăрлăхĕ те мĕн тери пысăкки каламасăрах паллă.
Пĕлтĕр çĕнĕ саккунсем вăя кĕнĕ май, ял тăрăхĕн тивĕçĕ, яваплăхĕ татах ÿсрĕ. Çавăнпа экономикăпа социаллă аталанăвне йĕркелесе пырасси, çынсен кулленхи ыйтăвĕсене татса парасси пирĕн ĕç тесе каламалла. Вĕсемпе пĕрлех тата ыттине те куç умĕнчен çухатса вĕçертес çук.
Хĕрлĕ Чутай салинче 10 ытла тĕрлĕ организацисемпе учрежденисем вырнаçнă. Вĕсем мĕнле аталанса пынипе районăн кăна мар, ял тăрăхĕн экономикăпа социаллă пурнăç шайĕ те çыхăннă. Çавăнпа та мĕн пур ĕçе пĕрле тума тăрăшни вырăнлă тесе шутлатăп. Районăн коммуналлă хуçалăхĕ, электричество сечĕсен предприятийĕсем, “Гидравлика” предприятипе “Красночетайская” КСО тĕрлĕ ыйтусене татса пама нумай пулăшаççĕ. Районти потребительсен обществин председателĕпе, район Пухăвĕн депутачĕпе А.Ю.Степановпа та килĕштерсе ĕçлетпĕр.
Иртнĕ çулсенче ял тăрăхне кĕрекен кашни ялах çут çанталăк газĕ çитернĕ. Паянхи кун асфальт сарса, шыв кĕртсе вĕсене аталанма пулăшассишĕн вăй хуратпăр. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров йышăннă “Ялсен социаллă аталанăвĕ” программи пурнăçа кĕретех.
Пĕлтĕр Ишеккасси ялĕнчи урамсем тăрăх шыв пăрăхĕсем хывса ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерес ĕçе вĕçленĕ. Çакна пурнăçлаканĕсем Элĕкри “Строймонтаж” ĕçченĕсем пулчĕç. Ун валли федераллă программа тăрăх укçа уйăрса пачĕç. 2006 çулта çĕнĕ центрти пурăнмалли çуртсене газ кĕртсе пĕтертĕмĕр. Ку ĕçе “Чăвашсетьгазăн” районти филиалĕн ĕçченĕсем хăйсен вăйĕпе пурнăçларĕç.
Иртнĕ çул вăя кĕнĕ çул-йĕр программипе те туллин усă курма пуçларăмăр. Туктамăш ялĕнчи анатри урамра çул хывнă. Енкĕлт ялĕ те асфальтпа çыхăнчĕ. Кунта пурăнакансемшĕн тахçанах кĕтнĕ çул хута кайни - калама çук пысăк савăнăç. Ку ĕçсене пурнăçлама район ертÿçи А.И.Криков сахал мар пулăшать. Кăçал та çĕнĕ çулсем тăвассипе малалла ĕçлесшĕн. Хĕрлĕ Чутай салинче çулсем çĕнелсе улшăнĕç.
Ял тăрăхĕн аталанăвĕ çынсен килти хушма хуçалăхĕ еплерех шайра пулнипе те тÿрремĕнех çыхăннă. Ялти çемьесем хăйсен çĕрĕ çинче çĕр улми, пахча çимĕç, тĕрлĕ культурăсем çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕхне те çителĕклĕ усрама тăрашаççĕ. “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕ пурнăçа кĕни уйрăм çемьесене пысăк пулăшу пачĕ. Ялти хушма хуçалăха аталантарма панă çăмăллăхпа çынсем выльăх-чĕрлĕх, техника туянчĕç, витесем çĕклерĕç. Пĕлтĕр вĕсем 21 миллион тенкĕлĕх кредит илчĕç. Çакăн пек ĕçчен çемьесем юлашки вăхăтра çуллен хушăнса пыраççĕ. Акă, Хĕрлĕ Чутайри Октябрьски урамĕнче пурăнакан Владимир Ярайкин хăйĕн çемйипе 8 тонна сĕт, 1,5 тонна аш-какай сутнă. Вăл хастар хресчен, хуçалăха тытса пыма пултаракан чăн-чăн хуçа. Картишĕнче - 4 ĕне, 3 тына-вăкăр. Унăн хушма хуçалăхра техника çителĕклĕ - тракторĕ те, груз турттармалли автомашинĕ те, çăнăх авăртмалли оборудованипе ытти те пур.
Ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕнче те общество инфраструктурине аталантарас ыйтупа пĕрле тимлетпĕр. Депутатсемпе калаçни, тĕрлĕ ыйтусене пăхса тухни ялсене малалла çĕнетме пулăшать.
Ял шăпишĕн тăрăшакан çынсемпе те çыхăнăва çухатмастпăр. Вĕсемпе те пĕрмаях тĕл пулса пурнăçламалли ĕçсене палăртатпăр.
Пире пурăнмалли çурт ыйтăвĕ те канăç памасть. Нумай хваттерлĕ çуртсем кивелсе, юхăнса пыни хытă пăшăрхантарать. Халăха хваттерпе тивĕçтерес ĕç те чи çывĕччисенчен пĕри. Ял тăрăхĕнче хваттер черечĕсем чакса мар, ÿссе пыраççĕ. Хваттерте пурăнакансем пирки ыйту хускатнă май, çакна та каласа хăварасшăн. Уйрăм çуртсенче пурăнакансен чи малтан хăйсен психологине тĕпрен улăштармалла. Çĕнĕ саккун вăя кĕнĕ май, пурăнакансен яваплăхĕ те самаях ÿсет. Çакна 51 çуртра (хăна çуртĕнче вырнаçнă общежитинче) пурăнакансен те ăнланса илмелле.
Паянхи кун унта кĕме хăрушă. Подъездри алăксемпе чÿречесен кантăкĕсене çĕмĕрсе аркатнă, коридорсенче çÿп-çап хуçаланать тата ытти те. Çак киревсĕр ĕçсене аякран пырса ют çын тумасть, çакă кунта пурăнакансемех хăйсене йĕркеллĕ тытма пĕлменни пирки пулса тухать. Паллах, пурне те айăпласа каласшăн мар, пурăнмалли йĕркене пăсакан уйрăм çынсем пирки сăмах пырать. Çитес вăхăтра ял тăрăхĕ тивĕçлĕ органсемпе пĕрле çакăн пек çынсене унтан кăларса яма майсем шырасшăн. Ку ыйтăва пĕтĕмлетсе хваттерсенче пурăнакансене, халăха тата çакна каласа хăварасшăн: тирпейлĕ, таса вырăнта, район центрĕнче пурăнма кирек камшăн та кăмăллă пулмалла вĕт-ха. Хальлĕхе çак туйăм çитсех каймасть. Тирпейлĕ, çурчĕ çирĕп пултăр тесен кашнин тăрăшмалла, ăнланăва улăштармалла, çĕнĕлле пурăнма хăнăхмалла. Çакна пурнăçламасан нихăçан та йĕрке тума май çук.
Паллах, иртнĕ çулталăкра пулса иртнĕ ĕçсем, йывăрлăхсемпе çитменлĕхсем пирки пĕтĕмпех çырса кăтартма май çук. Пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусем çинче кăна чарăнса тăтăм.
Хут ĕçĕпе тимлесси, тĕрлĕ справкăсемпе информацисем çырасси, пухусем ирттересси тата ытти ыйтусем те вăхăта сахал мар илеççĕ. Шутласа пăхсан, ял тăрăхĕнче çулталăк тăршшĕпе 9 пин ытла тĕрлĕ справка çырса панă, чылай граждансен ыйтăвĕсене татса пама тивнĕ. Кăçал çар ыйтăвĕпе те чылай ĕçлемелле, çĕре харпăрлăха куçармалли тапхăр вĕçлениччен пĕтĕм процедура витĕр тухмалла. Енчен те çынсем документсем хатĕрлемесен, вĕсен çĕрĕсем харпăрлăх шутланмаççĕ. Çавăнпа та ялти çынсен çак ĕçе пурнăçлас тесен ятарлă организацисене çитсе документсене хатĕрлеттермелле, ÿркенсе пурăнмалла мар. Кĕскен каласан, паян тăвас ĕçе ырана хăварас çук, хамăра малашлăхсăр, ачасене те шанчăксăр хăвармалла мар. Апла пулсан çĕре хамăр алла куçарса юласчĕ.
Пурнăç пĕр вырăнта тăманни, унăн аталанăвĕ çĕнĕллĕхсемпе пуянланса пыни социаллă пурнăçпа экономика çине татах тимлĕрех пăхма ыйтать. Çапла, пĕр-пĕрне ăнланса, канашласа ĕçлесен ÿсĕмсемпе çитĕнÿ пулатех. Халăх ĕçĕнче ăнланулăхпа килĕшÿлĕх тĕп вырăнта пулнине нимĕн те çитмест. Çавăн чухне кăна малалла утассине шанма пулать.
Источник: "Пирěн пурнăç"