Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кадастр учетне тăратмалла

24 января 2007 г.

2006 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнчи 93№ “Раççей Федерацийĕн хăш-пĕр саккун акчĕсене куçман пурлăхăн уйрăм объекчĕсем çине граждансен прависене çăмăллатнă йĕркепе регистрацилес ыйтупа улшăнусем кĕртесси çинчен” Федераллă саккун иртнĕ çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕнĕ, анчах та унăн 6-мĕш статйи (патшалăх пошлини çинчен) - кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен çеç. Çак саккуна “Дача амнистийĕ” теççĕ пулсан та, унăн пĕлтерĕшĕ чылай анлăрах. Урăхла каласан, дача пирки кăна мар, сад участокĕпе пахчасем тата çак участоксем çинче çĕкленĕ объектсем пирки те сăмах пырать. Çавăн пекех ялсенчи уйрăм çуртсемпе хуласем çумĕнче çĕклесе лартнă коттеджсене те пырса тивет çак саккун.

Асăннă саккун граждансен хушма хуçалăх е дача тытма, пахча çимĕç е сад ÿстерме, уйрăм гараж е çурт çĕклеме панă çĕр участокĕн, çавăн пекех çĕр участокĕ çинче çĕкленĕ е çĕклекен объектсен харпăрлăхçи пулнине патшалăх регистрацийĕ тăвас йĕркене палăртать.

Çĕре харпăрлăха илес тесен ăна виçтермелле (межевание) тата кадастр учетне тăратмалла. Анчах та тепĕр чухне çĕр участокĕн виçсе палăртнă лаптăкĕ документ çинче çырнипе пĕр килмест. Кун пек чухне, федераллă саккунпа килĕшÿллĕн, куçман пурлăх çине е унпа килĕшÿсем тума панă правасен Пĕрлĕхлĕ патшалăх реестрне (Единый государственный реестр прав на недвижимое имущество и сделок с ним) кадастр планĕ çинчи тата виçсен илнĕ кăтартусене кĕртеççĕ. Ытлашши тухнă çĕр виçи Раççей Федерацийĕн субъекчĕн е вырăнти хăйтытăмлăх органĕн нормативлă право акчĕпе килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ чи пĕчĕк виçерен пысăк пулмалла мар. Çакна та палăртмалла, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса пайăр сăпатсен (физические лица) хушма хуçалăх е дача тытма, пахча çимĕç е сад ÿстерме, уйрăм гараж е çурт çĕклеме панă çĕр участокне е çĕр участокĕ çинче çĕкленекен е çĕкленĕ куçман пурлăх объектне харпăрлăха илнине патшалăх регистрацийĕ тунишĕн патшалăх пошлини 100 тенкĕпе танлашать. Маларах вăл 500 тенкĕ пулнă.

2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен çĕр участокĕ çинче объект çĕкленине çирĕплетекен пĕртен-пĕр документ вырăнĕнче объектăн техника паспорчĕ шутланать. Кун пек чухне çĕкленĕ объекта хута яма ирĕк илме кирлĕ мар.

Çĕр участокĕн харпăрлăх правине патшалăх регистрацийĕ тунă чухне çак документсем (ку перечене 2006 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнче РФ Правительстви 404№ йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ) кирлĕ: çĕр хуçи пулас текен çыннăн заявленийĕ* çĕре харпăрлăха илме, ĕмĕрлехе усă курма, вăхăтсăр (ялан) усă курма право пани çинчен патшалăх акчĕ (унăн оригиналĕ тата копийĕ) е вăл çук пулсан ял тăрăхĕнчен илнĕ ял администраци пуçлăхĕн çĕр участокĕ уйăрни çинчен пĕлтернин йышăнăвĕн выписки* çĕр участокĕн кадастр планĕ. Енчен те еткерçĕ (наследник) çĕр участокне хăйĕн çине куçарать пулсан, çĕр хуçи пулнин вилни çинчен свидетельство копийĕ кирлĕ. Çавăн пекех çын хăй килеймест пулсан, вăл урăх çынна çак ĕçе пурнăçлама шанни çинчен доверенность хатĕрлет. Ăна нотариусăн алă пусса çирĕплетмелле.

Çĕр участокне харпăрлăха илес шутлисен район центрĕнче вырнаçнă Чăваш Республикинчи Роснедвижимость Управленийĕн 3№ уйрăмне (районти Перекет банкĕн çурчĕн 2 хутĕнче вырнаçнă) документсемпе çитмелле. Заявленисене кунти тĕп специалист-эксперт Сергей Витальевич Таеров тата II разрядлă специалист Елена Геннадьевна Шорникова йышăнаççĕ. Халăхшăн тăрăшса граждансене çĕр кадастрĕ пирки сведенисем парас тата çĕр участокĕсене кадастр учетне тăратас енĕпе йышăнмалли график туса хунă. Тунти кун, юн кун тата эрне кун 8 сехетрен пуçласа 17 сехетчен, ытлари кунпа кĕçнерни кун 11 сехетрен пуçласа 20 сехетчен, шăмат кун 8-тан тытăнса 15 сехетчен йышăнаççĕ, вырсарни кун - канмалли кун. Ытлари кун апат вăхăчĕ 14 сехетрен пуçласа 15 сехетчен тăсăлать, ытти кунсенче - 12 сехетрен тытăнса 13-ччен.

Пĕлтермелле, çĕрсене кадастр учетне илессине, муниципаллă пĕрлешÿсен территорийĕнчи куçман пурлăх объекчĕсене патшалăх техника учетне илессине тата техника инвентаризацийĕ тăвассине кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕч­чен вĕçлеме палăртаççĕ. Çавна май ял тăрăхĕсен специалисчĕсен инвентаризаци тăвассине, шута илмен çĕр участокĕсене тата куçман пурлăх объекчĕсене тупса палăртас тĕлĕшпе, куçман пурлăхăн хăш-пĕр объекчĕсем çине граждансен правине çăмăллатнă йĕркепе регистрацилес ыйтупа халăхпа ăнлантару ĕçне ирттерессипе, кун пек чухне ял çыннисене кирлĕ документсене хатĕрлеме пулăшас енĕпе тимлеме тивет.

Вăхăт сахал пулнине пурин те ăнланмалла. Ку ĕçе кая хăвармалла мар, çĕр участокне кадастр учетне тăратмаллах. Шута илмен çĕрсене тата объектсене ашшĕ-амăшĕ вилнĕ хыççăн хăйсем çине еткерлĕх куçармасăрах пурăнакансене тупса палăртсан ял çыннисене хăйсене йывăр килет. Сăмахран, еткерлĕх хăйне хăех ашшĕ-амăшĕнчен куçать тесе шутлама кирлĕ мар, ăна 6 уйăх хушшинче тумалла. Çак вăхăт иртсе кайсан вара еткерлĕхе тивĕçли пирки суд йышăнăвĕ кирлĕ пулать. Эппин вăхăта тăсмалла мар, хамăрах кирлĕ ĕçе вăхăтра пурнăçлар.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика