Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Гимназин историйĕ пуян

02 декабря 2006 г.

Районти вĕрентÿ учрежденийĕсенчен пысăккисенчен пĕри - Хĕрлĕ Чутай гимназийĕ çитес эрнере 185 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çĕр сакăр вун пилĕк çул сахал мар, çавăнпах ĕнтĕ шкул историйĕ те питĕ пуян.

Паянхи сăмахăм шăпах ун пирки пулĕ.

Чи малтанах 1821 çулта Хĕрлĕ Чутайра прихут училищи хута кайнă. Ăна Кăрмăш пĕрлешĕвĕн членĕсен тата улпутсен укçипе шкул валли ятарласа çĕкленĕ çуртра уçнă. Пĕрремĕш учитель тата саккун вĕрентекен Базилевский священник пулнă. Училищĕре 18 ача вĕреннĕ, вĕсенчен виççĕшĕ хăйсен килĕнче, ыттисем училище çуртĕнче пурăннă.

1842 çулта вара шкул валли çĕнĕ çурт çĕкленĕ. Шăпах çак çуртра ĕнтĕ 1869 çулта Чĕмпĕр кĕпернин халăх училищисен инспекторĕ Илья Николаевич Ульянов пулнă. 1871 çулхи декабрĕн 16-мĕшĕнче И.Н.Ульянов тепĕр хут ку шкула çитнĕ. Ун чухне вăл икĕ кун хушши тĕрĕслевпе пулнă, ун пирки тĕплĕ отчет тунă. Çав çулах хресченсем 404 тенкĕ укçа пухса 11 сĕтел, кĕнекесем валли 2 шкап, сехет, карта, 3 доска, расписани туяннă. Классенче çутă та ăшă пулнă.

Тĕп вĕренÿ предмечĕсем çаксем пулнă: таса çыру, Турă саккунĕ, кĕлĕсем, тĕн кĕнекин историйĕ, катехизис, арифметика. Учительте В.П.Галкин священник тимленĕ, вăл вăхăтра 50 ача пĕлÿ илнĕ.

Пĕчĕк пĕр хутлă шкулта нумай ача вĕрентме май çуккипе 1898 çулта Етĕрнери спирт завочĕн хуçисен Зиновий тата Николай Таланцевсен укçипе икĕ хутлă çурт çĕклесе лартнă. Вĕренекенсен 23 проценчĕ вырăс ачисем пулнă.

Хĕрлĕ Чутайра икĕ класлă шкул 20 çул хушши ĕçленĕ, 18 кăларăм тунă. Унсăр пуçне Хĕрлĕ Чутайра пĕр класлă тĕслĕх тата хĕр ачасен пĕр класлă шкулсем пулнă. 1908 çулхи кăтартусем тăрăх, çак виçĕ шкулта пурĕ 290 ача ăс пухнă. Вĕсене 2 учитель тата саккун вĕрентекен пĕлÿ панă. Икĕ çултан тата тепĕр учитель хушăннă. Асăннă шкулсем пурте пĕр çуртра вырнаçнă. 1911 çулта хĕр ачасен шкулне валли уйрăм çурт тунă. Ку тапхăрта виçĕ шкулăн заведующийĕ пулса М.И. Самсонов ĕçленĕ.

1914 çулта икĕ класлă шкулта вĕрентекенсен хисепĕ пилĕке çитнĕ. Хĕрсен шкулĕнче 74 хĕр ача вĕреннĕ. 1915 çулта вара хĕрсен пĕр класлă шкулне икĕ класлă туса хунă. Унта 65 хĕр ача ăс пухнă.

1917 çулхи февральти революци хыççăн Вăхăтлăх правительствăн 1917 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе чиркÿпе прихут шкулĕсене хула тата земство управленийĕ çине куçарнă.

1917 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса Хĕрлĕ Чутайри икĕ класлă шкул чиркÿпе прихут шкулĕ пулса тăнă. Шкула В.И.Дохтуров ертсе пыма пуçланă, М.И. Самсонов вара саккун вĕрентме тытăннă.

Шăп çулталăкран Хĕрлĕ Чутайри икĕ класлă чиркÿпе прихут шкулĕн никĕсĕ çинче çĕнĕрен йĕркеленĕ учительсен семинарийĕ ĕçлеме пуçланă. Директор ĕçĕсене Чĕмпĕр кĕпĕрнин Кăрмăш уесĕн Шĕмшеш ялĕнче çуралса ÿснĕ Иван Николаевич Яштайкин пурнăçланă. Калас пулать, 1919 çулхи мартăн 23-мĕшĕнче семинаринче виçĕ çул вĕренмелли педагогика курсĕсем уçăлнă. 1919-1920 çулсенче вара çак курссем вырăнне Хусанти чăваш педагогика техникумĕ уçăлнă. Çак çулах Хĕрлĕ Чутайра педагогика техникумĕ  ĕçлеме пуçланă. Вăл 1928 çулччен учительсене хатĕрленĕ. 10 çул хушши учительсен семинарийĕпе педагогика техникумĕ пин ытла çын кăларнă.

1923 çулта хресчен çамрăкĕсем валли шкул уçăлнă. Виçĕ çултан вара çичĕ çул вĕренмелли шкул хута кайнă. 1933-1934 çулхи вĕренÿ çулĕнче Хĕрлĕ Чутайра вăтам шкул йĕркеленнĕ, унăн пĕрремĕш кăларăмĕ 1936 çулта тухнă. 1935-1936 çулхи вĕренÿ çулĕнче шкул икĕ сменăпа ĕçлеме пуçланă.

Вăрçă çулĕсенче кунти 11 учитель фронта тухса кайнă, вĕсенчен 4-шĕ Тăван çĕршывшăн тăшмансемпе çапăçса пуçĕсене хунă.

Палăртмалла, хаяр вăрçă вăхăтĕнче шкул ачисен вĕрентÿ кăтартăвĕсем 28 процент таран ÿснĕ.

1946 çулта И.Н.Яштайкин Мускава тухса кайнă. 1946-1959 çулсенче 6 хутчен шкул директорĕ улшăннă: И.В. Немешкин (1946ç.), А.В. Аргандейкин (1948ç.), В.Н.Захаров (1951ç.), М.П.Тверсков (1952ç.), Т.А. Пашков (1955ç.).

1959 çултан пуçласа 1994 çулччен шкул директорĕн тивĕçĕсене А.С.Моисеев пурнăçланă. 1994-1997 çулсенче директорта Ю.Н. Шереметьев ĕçленĕ. 1997 çулхи март уйăхĕнчен пуçласа 2000 çулччен каллех Анатолий Степанович Моисеев директор пулнă. 2000 çулхи июль уйăхĕнчен 2003 çулхи шăп çав уйăхчченех Хĕрлĕ Чутай шкулне В.Д.Михеркин ертсе пынă. 2003 çулхи августран декабрьччен А.И. Прокопьев директор пулнă. 2004 çулхи январь уйăхĕнчен пуçласа паянхи кунчченех шкул ертÿçин тилхепине Раиса Николаевна Ильина тытса пырать.

Палăртмалла, 1999 çулта Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкултан шкул-гимнази туса хунă. Тепĕр çулхине вара райадминистраци пуçлăхĕн сентябрĕн 21-мĕшĕнчи 283 № хушăвĕпе шкул-гимназирен «Хĕрлĕ Чутай гимназийĕ» муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕ йĕркеленĕ.

Паянхи куна гимназире 83 çын тимлет. Вĕсенчен 66-шĕ учительсем. Сăмах май, гимназире тăрăшакан 2 педагог «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» ята тивĕçнĕ. Çавăн пекех кунта «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» ята илнисем 6-ăн ĕçлеççĕ. 8 учитель аслă тата 48-шĕ пĕрремĕш категориллĕ пулнине те палăртмалла. Хальхи вăхăтра 27 комплект класра 656 вĕренекен ăс пухать. Калас пулать, 9-шĕ пуçламăш классем шутланаççĕ.

Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчен вĕренсе тухнисенчен чылайăшĕ пĕлĕве малалла анлăлатса тĕрлĕ отрасльти специалист пулса тăнă. Сăмах май, выпускниксенчен çиччĕшĕ ăслăлăх докторĕ, 40-шĕ ăслăлăх кандидачĕ. Пурĕ шкултан 11 ылтăн тата 53 кĕмĕл медалист вĕренсе тухнă. Асăннă шкула Совет Союзĕн Паттăрĕ Иван Васильевич Индряков та пĕтернĕ.

2004 çулхи декабрь уйăхĕнчен ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕ­шÿллĕн Хĕрлĕ Чутай гимназийĕ районти ресурс центрĕ шутланать. Калас пулать, кăçалхи сентябрь уйăхĕнчен гимназире профильлĕ вĕрентÿ пуçарса янă.

2002 çултанпа кунта аслă классенче вĕренекенсен канашĕ пур. 2004 çултан пуçласа ачасен обществăлла организацийĕ «Исток» ĕçлет. Çавăн пекех пĕлтĕр августра Попечитель канашне, кăçалхи вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче Çамрăксен канашне тата Управлени канашне йĕркеленĕ.

Декабрĕн 8-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай гимназийĕ юбилей ячĕпе йĕркеленĕ уява 10 сехет тĕлне хăйĕн выпускникĕсене, вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсене, ку шкулта ĕçлеме май килнĕ çынсене хапăлласах кĕтет.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика