Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Усĕм патне - пĕрлехи вăйпа

02 августа 2006 г.

Ял тăрăхĕн специалисчĕсен умĕнчи чи пысăк тĕллев вăл - халăхăн кулленхи ыйтăвĕсене тивĕçтересси, экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвне йĕркелесе пырасси тата ытти те.

Кăçалхи çула тишкерес пулсан, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче тимлекенсем ЧР Президенчĕ Н.Федоров йышăннă  “Ялсен социаллă аталанăвĕ” программăна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе чылай пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тунă. Акă, çак хушăра Ишеккасси ялĕнчи урамсем тăрăх шыв пăрăхĕсем хыврĕç,  шыв башни лартрĕç, Çак ĕçсене Элĕкри “Строймонтаж” ĕçченĕсем туса пычĕç.

Çынсен пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе çĕнĕ центрти çуртсене газификацилесе пĕтертĕмĕр. Ку ĕçе ТЯО “Чувашсетьгазăн” “Красночетайгаз” филиалĕн ĕçченĕсем хăйсен вăйĕпе пурнăçларĕç.

Ял тăрăхĕн территорийĕнчи çул-йĕре пăхса тăрассине, газ кĕртессине, шыв пăрăхĕсене хывассине пĕччен туса пыма май çук. Кунта район администрацийĕн пулăшăвĕ витĕмлĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ А.И.Криков район экономикипе социаллă пурнăç аталанăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăрать. Вăл пулăшнипе кăçал Туктамăш ялĕнчи анатри урам витĕр асфальт çул хута кайĕ. Хальхи вăхăтра унта хĕрсех ĕç пырать. “Резон” предприятийĕн ертÿçин çумĕ В.В.Почейкин сăмаха çилпе вĕçтермест, вăл кăçал туктамăшсен асфальт çул пуласса шантарать. Çитес çулсенче Комсомольски урамĕнче çул хывма палăртнă. Халĕ унта çул валли çĕрне хăпартаççĕ.

Лайăххипе пĕрлех пăшăрхантаракан ыйтусем те сахал мар. Акă, ялсенче пĕвесем типсе пыраççĕ. Вĕсене пăхса тăма пăрахрăмăр. Çак çитменлĕхе пĕтерессипе нумай пулмасть Ишеккасси ялĕнче икĕ пĕве тасатрăмăр, шыв çисе каясран вĕсене тирпейлесе картларăмăр. Кун пек ĕçсене ытти ялсенче те пурнăçлама палăртрăмăр.

Хĕрлĕ Чутай салинче  тĕрлĕ предприятисемпе организацисем вырнаçнă. Вĕсем район тĕрекĕ шутланаççĕ. Çавăнпа та мĕн пур ĕçсене пĕрле шухăшласа, пĕр-пĕрне пулăшса, йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма шутлатпăр.

Районти коммуналлă хуçалăх пирки асăнса хăварас килет. Мĕншĕн тесен районти пурăнмалли çурт-йĕре тытса тăрассипе, унти юсав ĕçĕсене туса пырассипе пирĕн ыйтусем сахал мар. Предприяти ертÿçи А.Г.Алексеев çитменлĕхсене пĕтерсе йĕрке тăвасса шанас килет.

Ял тăрăхĕн ĕçĕ нумай енлĕ. Кăçал РФ Президенчĕ В.Путин наци проекчĕсем палăртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - халăхăн  пурнăç условийĕсене лайăхлатасси. Акă, “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе  усă курса 67 çын 7 миллион тенкĕлĕх кредит илчĕç. Çак укçапа вĕсем хушма хуçалăха аталантарма тĕллевлĕ усă курчĕç: выльăх-чĕрлĕх, техника туянчĕç, сарай турĕç.

Ял тăрăхĕнче тăрăшакансем хăйсен ĕçĕсене халăхпа канашласа, депутатсемпе сÿтсе явса пурнăçлама тăрăшаççĕ. Вĕсенчен ырă ята тивĕçнисем те сахал мар. Ял  Пухăвĕн депутачĕсем О.А.Максимов, А.П. Яковлев, Э.В.Романов, Г. И.Ильин ял пурнăçне çĕнетес ĕçре пысăк активлăх кăтартаççĕ, тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлама пулăшаççĕ. Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан П.Г.Мазуркин, Ишеккассинчи К.А.Никитина тата ыттисем пирки те ырă сăмах каламалла. Вĕсем, çулĕсемпе çамрăк мар пулин те,  пуçарулăх кăтартса тĕрлĕ ĕçсене хутшăнаççĕ, çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.

Ял тăрăхĕнче ку таранччен татса паман ыйтусем те пур-ха. Уйрăмах ял урамĕсенчи тирпейсĕрлĕх канăçсăрлантарать. Хăшĕ-пĕри тирпейлĕх хамăршăн пулнине ăнланасшăнах мар. Ун пеккисене асăрхаттаратпăр, вĕсенчен çирĕп ыйтатпăр. Паянхи куна çак йĕркене пăхăнманнисем пирки 15 протокол çырнă.

Пĕр вырăнта тирпейлесе, тепĕр çĕре вараланине ăнланма йывăр. Акă, нумай пулмасть Туктамăш ялĕнчи пилорама çумĕнчи çырмана çÿп-çап нумай тăкнă. Айăплисене тупса палăртрăмăр, паллах, явап тыттартăмăр. Ыттисен кун пек тăвас марччĕ.

Юлашкинчен çапла каламалла, йĕркене пĕрле тумалла, халăхпа тачă çыхăнса ĕçлесе çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртсе пырса малалла ăнтăлмалла. Ун чухне ÿсĕм пулатех.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика