28 июня 2006 г.
Çулсеренех тенĕ пек районта Çамрăксен кунне чаплăн паллă тăваççĕ. Календарьпе вăл июнĕн 27-мĕшĕнче пулин те, кăçал ăна район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе шăмат кун, июлĕн 1-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Уяв Хĕрлĕ Чутай центрĕнчи Çĕнтерÿ лапамĕнче иртмелле. Уяв программипе килĕшÿллĕн, кăнтăр иртсен 15.00-15.30 сехетсенче торжествăлла пай, уява уçни пулать. 15 сехет те 30 минутран пуçласа икĕ сехет хушши концертпа тĕрлĕ конкурссем иртеççĕ. 17 сехет те 30 минутран вара спорт мероприятийĕсем пуçланаççĕ, 19 сехет те 30 минутчен тăсăлаççĕ. Унтан тăхтав хыççăн 21 сехетре çамрăксем валли дискотека пулĕ. 22 сехетрен пуçланса çур çĕрччен уява гала-концерт пуянлатĕ.
Уява тухма ан манăр, çуллахи вăхăтра ĕç нумай пулин те, канса илме, савăнма вăхăт тупмаллах.
Источник: "Пирěн пурнăç"