27 февраля 2013 г.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2013 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнчи 100-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн районти 17 çынна "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ят парса чысланă:
- Атнарти Любовь Михайловна Амбрашкина 2006 çулхи халăх çыравне активлă хутшăннă.
- Питĕркассинчи Зоя Валентиновна Глухован РФ Культура министерствин Хисеп грамоти пур.
- Илья Иванович Григорьев Енкĕлтре пурăнать, унăн РФ Шалти ĕçсен министерствин "Лайăх службăшăн" медаль пур.
- Федор Сергеевич Дмитриев Питĕркассинче пурăнать, РФ Президенчĕн "Обществăлла йĕркене хÿтĕленĕ çĕрте палăрнăшăн" паллăна тивĕçнĕ.
- Мишеркассинчи Иван Николаевич Долгов пилĕк çуллăх ударникĕ пулнă.
-Турханти Людмила Николаевна Илларионова 2006 çулхи халăх çыравне активлă хутшăннăшăн кăкăр çине çакмалли паллăна тивĕçнĕ.
- Уйпуçĕнчи Валерий Васильевич Ильгеев 1977 çулта социализмла ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи пулнă.
- Татьяна Александровна Карпова Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнать, унăн Раççей Вĕренÿ министерствин "Халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ" паллă пур.
- Тракушкăнчи Юрий Николаевич Кашкиров Ĕç Мухтавĕн I степеньлĕ орденне тивĕçнĕ.
- Туктамăшри Владимир Алексеевич Куличевăн "Суд приставĕсен федераллă службине – 10 çул" паллă пур.
- Хĕрлĕ Чутайри Аркадий Алексеевич Майоров 1979 çулта социализмла ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи пулнă.
- Лилия Георгиевна Миронова Ишеккассинче пурăнать, вăл 2002 çулхи халăх çыравне активлă хутшăннă.
- Атнарти Раиса Павловна Орлована Мускав 850 çул тултарнине халалланă медальпе чысланă.
- Николай Петрович Швешкеев Тумликассинче пурăнать, СССР Патшалăх вăрман сыхлавĕнче 10, 20, 30 çул службăра тăнăшăн кăкăр çине çакмалли паллăсене тивĕçнĕ.
- Светлана Федоровна Шурбя Питĕркассинче пурăнать, унăн "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" паллă пур.
- Сĕнтĕкçырминчи Валентина Анисимовна Ядранская "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" паллăна тивĕçнĕ.
- Хĕрлĕ Чутайри Валерий Иванович Ярайкин Раççей Федерацийĕн Прокуратурин "Тивĕçе парăннăшăн" I-III степеньлĕ кăкăр çине çакмалли паллисене илнĕ.
Çавăн пекех ĕç стажĕ çитнипе Березовкăри Людмила Серафимовна Вазикована тата Хурашашри Мария Николаевна Васькейкинана "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ят парса чысланă.