19 января 2013 г.
Судпа пĕр хут кăна мар айăпланнă çынсенчен хăшĕсем ирĕке тухсан та лăпланса пурăнасшăн мар – каллех преступлени çулĕ çине тăраççĕ. Акă, Туктамăш ялĕнчи пĕр арçын та, унччен темиçе те суд сакки çинче ларнăскер, хăйсен ялĕнче пурăнакан А.Миронов килĕнчен япаласем – телевизор, DVD, чашăк-тирĕк, кастрюльсем, çатма, çĕçĕсем, пралук, хуран тата ыттине – вăрласа тухнă. Ниçта та ĕçлеменскер, хаяррине тутанма юратаканскер хуçалăхне те пăхса тăман, выçăллă-тутăллă пурăннă пулинех, çавăнпа япаласемпе пĕрлех апат-çимĕç те йăкăртса тухнă. Çакăнпа та çырлахман кукăр алăллăскер, самаях пушатнă пÿлĕмĕн чÿрече каррисемпе тумбочкине вут тивертсе хăварнă...
Районти полици уйрăмне А.Миронов çуртĕнче пушар тухни пирки пĕлтерсен следовательтен, оперативлă ĕçченрен, участковăйран, экспертран, кинологран тата следстви начальникĕнчен тăракан оперативлă ушкăн инкек пулнă вырăна çитрĕ, мĕн пулса иртнине тĕрĕслеме пуçларĕ.
Ялта пурăнакансене аван пĕлекен опытлă участковăй ку усал ĕçе кам тума пултарнине тÿрех тавçăрса илчĕ. Йĕплĕ пралук хыçĕнче пулса курнă хайхи арçын патне çитсен вăл оперативлă ушкăна хăйĕн патне тÿрех кĕртесшĕн те пулмарĕ, анчах та саккунпа килĕшÿллĕн следователь ятарлă мерăсем йышăнма пултарассине пĕлтерсен хăйĕн патне кĕме ирĕк пачĕ. Унăн кил-çуртне пăхса тухсан çухалнă япаласем куç тĕлне пулмарĕç, анчах та тĕплĕнрех шырасан вĕсене мачча çийĕнче тата анкартинчи сарайĕнче тупрăмăр. Кирлĕ йышши следстви ĕçĕсене туса ирттернĕ хыççăн япаласене А.Миронова тавăрса патăмăр.
Ниçта та ĕçлемен арçын япаласене вăрласа тухнине йышăнмарĕ, вĕсене ун патне такам килсе пăрахнă тесе ĕнентерме тăчĕ пулин те ăна тытса чартăмăр. Следстви тата эксперт ĕçĕсене туса ирттернĕ хыççăн вара япаласене чăнах та вăл вăрлани палăрчĕ: çаратнă кил-çуртра çак арçыннăн алă тата ура йĕррисене тупрăмăр. Çакăн хыççăн вăл айăпне йышăнчĕ.
Çак кунсенче Етĕрнери район сучĕ ку ĕçпе çыхăннă уголовлă ĕçе пăхса тухать. Кил-тĕрĕшри япаласене вăрланă арçынна ултă çуллăха ирĕксĕр хăварма пултараççĕ.