19 января 2013 г.
2013 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççейре алкоголь шĕвекĕсене, çав шутра сăрана та, пĕчĕк суту-илÿ лаптăкĕсенче сутма чарчĕç. Хаяр шĕвексене маларах хула, ял урамĕсенчи кирек хăш ларекра, киоскра та туянма пулатчĕ. Халĕ сăрана стационарлă пысăк лавккасенче çеç сутма юрать (хулара унăн лаптăкĕ 50 тăваткал метртан кая мар пулмалла, ялта – 25). Суту-илÿ ытти вырăнĕнче сăрана каçхи 11 сехетрен пуçласа ирхи 8 сехетчен туянма май килмĕ. Ку шута халăх апатланакан вырăнсем çеç кĕмĕç.
Çавăн пекех сăра ĕçме юраман вырăнсен списокĕ те вăрăмланнă. Малтанласа ача-пăча, спорт, вĕренÿÿ, медицина учрежденийĕсенче, çавăн пекех культурăллă, халăх çÿрекен вырăнсенче, транспортра юраман. Халĕ списока çурт çумĕнчи вырăнсем, подъездсем, ача-пăча вылякан лапамсем, лифтсем, подъездри пусма вырăнĕсем тата канмалли вырăнсем (сквер, парк, пляж, юхан шыв, пĕве хĕррисем) те кĕнĕ.
Çавăн пекех алкоголь пур шĕвексен рекламине те улшăнусем кĕртнĕ. Çĕнĕ çулта алкоголь шăвекĕсен хаярлăхĕ 7 процентран иртсен ăна 330 миллилитр кĕрекен савăта е унран пĕчĕкреххине çеç яма юрать. Кунсăр пуçне хаярлăхĕ 9 процентран иртмен сăрасене е спирт хушнă пылак шĕвексене (коктейль) малашне ятарлă маркăпа паллă тăвĕç.