Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Грипран – вакцинаци

23 ноября 2013 г.

Районта пурăнакансене грипран сыхлас тĕллевпе вакцинаци тăвас ĕç малалла пырать.

Грипп тапхăрне ирттерме кăçал районти тĕп больницăна аслисем валли "Гриппол" вакцинăн 2300 дозине тата ачасем валли 1 200 доза илсе килнĕ. Паянхи кун тĕлне 134 çынна тата 1252 ачана грипран прививка тунă. Вакцинаци ĕçне район больницин медицина ĕçченĕсем йĕркеленĕ. Прививкăсене райбольницăн поликлиникин инфекци кабинетĕнче тата ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсенче тăваççĕ.

Хальхи вакцинаци гриппа чирлессине чакарать, ăна çăмăллăн тÿссе ирттерме май парать, çавăн пекех сывлăш урлă ерекен чирсем лекессинчен хăтăлса юлма пулăшать. Вакцинăра нимĕнле консервант та çук, вăл организм çирĕплĕхне вăйлатакан иммуномодулятортан тăрать. Вакцинăна тунă хыççăн 8-12 кунтан çыннăн иммунитечĕ пысăк шая çитет, çулталăкĕпех тытăнса тăрать. Уйрăмах вакцинăна тăтăшах чирлекен, халсăр, вăраха кайнă нерв, чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕн чирĕсемпе нушаланакан ачасене тума сĕнеççĕ.

А.ЗАМУТКИНА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика