01 ноября 2013 г.
Ноябрĕн 2-5-мĕшĕсенче районта Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалланă мероприятисем иртĕç.
Вĕсенчен пĕри – ноябрĕн 4-мĕшĕнче иртекен Пĕрлехи спортпа сывлăх кунĕ. Чăваш Республикин Спорт министерстви çак кун республикăри пур физкультурăпа спорт учрежденийĕсенче те халăха тÿлевсĕр майпа спорт тата сывлăха çирĕплетес енĕпе пулăшу пама сĕнет. Çынсем бассейна е тренажер залне кайма пултараççĕ – кашни хăйне килĕшнине суйлать.
Пĕрлехи спортпа сывлăх кунĕ Чăваш Енре кварталта пĕрре пулать. Мероприятин тĕп тĕллевĕ – çынсене спортпа туслаштарасси тата сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси. Çитес çултан Пĕрлехи спортпа сывлăх кунне кашни уйăхрах ирттерме палăртаççĕ.
Çавăн пекех районти Культурăпа кану учрежденийĕсенче те ноябрĕн 2-5-мĕшĕсенче мероприятисем иртĕç. Районти тĕп библиотекăра, сăмахран, "Пĕрлĕх – яланлăхах" курав, "Халăхсен тата культура диалогĕ" кĕнекесен тишкерĕвĕ, "Пĕрлехи чунпа эпир пĕрле" информаци сехечĕ пулать. Районти ытти библиотекăсенче гражданлăх урокĕсем, истори, тематика тата право сехечĕсем, калаçусем, диспутсем, блиц- турнирсем ирттерме палăртнă. Районти Культурăпа кану центрĕнче "Манăн çĕр-шыв – Раççей" ятпа ачасен ÿкерчĕкĕсен куравĕ, "Çын тата çут çанталăк" музейра ноябрĕн 3-мĕшĕнче каçхи 18 сехетре "Искусство каçĕ" ятпа Уçă алăксен кунĕ пулать. Хĕрлĕ Чутайри Турă Хĕресне Çĕкленĕ храмра ноябрĕн 4-мĕшĕнче ирхи 8 сехетре литурги пуçланать, унтан храм тавра хĕрес йăтса утĕç.
А.ДМИТРИЕВА.