01 ноября 2013 г.
Ачасем тин кăна шкула кайма пуçланăччĕ – сисмерĕмĕр те, вĕренÿ çулĕн пĕрремĕш чĕрĕкĕ вĕçленчĕ. Райадминистрацин вĕренÿ пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, районти вĕренекенсен ноябрĕн 4-10-мĕшĕсенче кĕркуннехи каникул пулĕ.
Ачасен канăвне кирлĕ шайра йĕркелесси – аслисен тивĕçĕ. Кĕркуннехи каникул вăхăтĕнче шкулсем çумĕнче лагерьсем ĕçлĕç, çавăн пекех йывăр-лару тăрури çемьесенчи ачасен хула тулашĕнчи лагерьсенче канма май пулĕ. Районти физкультурăпа спорт комплексĕ те каникулта ачасене хапăл тусах кĕтет.
А.Карпова