30 сентября 2013 г.
"Пирĕн пурнăç" хаçат редакцийĕ вулакана çăмăллăх кÿрес тесе тăххăрмĕш хут ĕнтĕ 10 кунлăх акци ирттерет
Кам та кам октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 10-мĕшĕччен "Пирĕн пурнăç" хаçата 2014 çулхи пĕрремĕш çур çулта илсе тăмашкăн çырăнать, вăл çав тапхăрти ултă уйăх хушшинче пĕр хутчен хаçат страницинче тÿлевсĕрех (150 тенкĕлĕх) салам, пĕлтерÿ, тав сăмахĕ тата хурланнине пичетлеме пултарать. Вĕсен хакĕсем пĕчĕк маррине шута илсен, район хаçатне çырăннин усси пуррине хăвăрах шутласа пăхăр. Хаçатлă та пулатăр, çывăх çыннăрсем пирки тÿлевсĕр пĕлтерме те пултаратăр.
Тÿлевсĕр пичетлес тесен редакцине маларах çырăнтару квитанцине илсе килмелле. Асăрхаттаратпăр: квитанци çинче штемпель палли пулмалла. "Пирĕн пурнăç" хаçата çырăнăр, вулăр, пирĕн парнене йышăнсамăр.
«Пирĕн пурнăç» хакĕ: почтальонсенчен – 212 тен. 28 пус. Редакцинчен, Чăваш пичеткиоскĕнчен – 174 тен.