11 июля 2012 г.
Санкт-Петербургри чăвашсен ентешлĕхĕ Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче Ленинград хулине сыхланă, уншăн çапăçнă, блокада ункине аркатнă чух пуçне хунă нумай-нумай чăваш салтакĕ çинчен материал пуçтарнă. Ленинград хулинчи тата облаçĕнчи тăванлăх масарĕсем çинче 5 пин ытла чăваш салтакне тупса палăртнă. Вĕсенчен 300-шĕ Пискарев мемориал масарĕ çинче выртаççĕ.
Санкт-Петербургри чăвашсен ентешлĕх пĕрлешĕвĕ тăрăшнипе 2012 çулхи майăн 26-мĕшĕнче асăннă масар çинче Тăван çĕр-шыва хÿтĕлесе пуçĕсене хунă чăвашсене асăнса палăк уçнă.
Пискарев масарĕ çинче вăрçа пирĕн районтан тухса кайнă, Ленинград патĕнче пуçне хунă салтаксен вил тăприйĕсем те пур. Акă вĕсем: Сергей Дмитриевич Агаськин (1913 çулта çуралнă), Туктамăш; Павел Михайлович Васянкин (1915), Кишлĕ; Михаил Степанович Волков (1920), Ваçкаçырми; Николай Матвеевич Гришанкин (1919), Хĕрлĕ Чутай; Федор Степанович Давыдов (1902), Кив Атикасси; Петр Ильич Карпов (1909), Ишеккасси; Иван Семенович Кошелев (1925), Карăкçырми; Афанасий Лаврентьевич Кузнецов (1920), Трапай; Николай Михайлович Микишин (1911), Ишеккасси; Егор Алексеевич Назаров (1906), Туканаш; Николай Капитонович Наштыков (1916), Шуккакасси; Александр Платонович Ордиков (1910), Упукушкăнь; Василий Федорович Руссков (1905), Штанаш.
Хăшĕсем çинчен тăванĕсем пĕлеççĕ пулĕ, хăшĕсене халĕ те шыраççĕ пулĕ. Кашни çын çинчен астăвăм тăванĕсем, юлташĕсем, пускилĕсем вилсе пынă май чакса пырать. Ленинград хулине сыхласа пуçĕсене хунă салтаксем яланах пирĕн асăмра пулччăр.