14 июля 2012 г.
Ĕçсĕр тăрса юлнисене патшалăх харпăр хăй ĕçне пуçарса яма укçан пулăшупа тивĕçтерет. Районта çак пулăшупа чылайăшĕ усă курчĕ ĕнтĕ.
Ишеккассинче пурăнакан Петр Манилов та пĕлтĕрхи декабрь уйăхĕнче районти ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă 58 пин те 800 тенкĕ илнĕ. Ялта пурăнакансем ытларах ку нухратпа хушма хуçалăха аталантарма – выльăх туянса сĕт, аш-какай сутса тупăш илме – усă кураççĕ пулсан, Петр Аркадьевича тротуар сармалли плиткăсем тăвас ĕç илĕртнĕ.
Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса Петр Манилов ĕçре кирлĕ оборудовани, форма туяннă. Формăласа кăларнă плиткăсене типĕтме пысăках мар цех та купаланă. Хальлĕхе тротуар сармалли плиткăсем тăвас ĕç пысăк калăпăшпа пурнăçланса пымасть пулин те, пĕрремĕш туянакансем пур.
"Ĕç чиперех пырсан малашне пысăк ангар купаласа унта ĕçлеме ялти çамрăксене явăçтарасшăн, – тет Петр Аркадьевич. – Халĕ мана Саша ывăлăм пулăшать, пĕрле канашласа ĕçлетпĕр. Çамрăксене вĕрентсе пымалла, вĕсемшĕн тăрăшмалла".
Ялта Петр Манилов хăй аллипе тем те ăсталама пултарнине пурте пĕлеççĕ. Машина таврашне сÿтсе пухасси те уншăн нимĕн те мар, токарь станокне те хăех пухнă, халĕ акă тротуар плиткисем тума бетон çăрмалли те ăсталама тытăннă.
Петр Аркадьевич мăшăрĕ Светлана Николаевна ялти лавккара сутуçăра ĕçлет. Маниловсем виçĕ ачана кун çути парнеленĕ. Валя хĕрĕ Шупашкарта тĕпленнĕ, Саша пĕлтĕр салтакран таврăннă, халĕ ашшĕне пулăшать, май пулсан район тулашне ĕçлеме каять. Кĕçĕнни, Ангелина, ялти ача садне çÿрет.
Выльăхсем те усраççĕ Маниловсем, пыл хурчĕсем те тытаççĕ. Килĕ-çурчĕ пысăк, çирĕп. Туслă та килĕштерсе пурăнакан çемьере ĕçĕсем те кал-кал пулса пыччăр.