Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕлĕкхи йăла-йĕркене асра тытса

15 августа 2012 г.

Район юбилейне Çĕнтерÿ лапамĕнче паллă тунă хушăрах Анат Чутайра Хĕрлĕ Чутай салине 430 çул çитнине паллă турĕç.

Ку тăрăха пĕрремĕш çынсем килсе тĕпленнĕренпе чылай çул иртнĕ, вăл хушăра темĕн те пулса иртнĕ, самана улшăннă. Анчах та вăхăт пирĕн пурнăçа темĕнле улăштарсан та ĕлĕкхи йăла-йĕркене асра тытмаллах, упрамаллах. Мĕншĕн тесен иртнисĕр малашлăх çук.

Советски урамĕнче пурăнакансем уява тĕплĕн хатĕрленнĕ. Хăнасене чи малтанах Альбина Столярова кил хуçалăхĕ умĕнче ăш пиллĕн, çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Уява хатĕрленсе кунта ĕлĕкхи йăла-йĕркесене чĕртсе тăратнă: шурă кĕпе тăхăннă арçынсемпе хĕрарăмсем утă çулаççĕ, ÿплере канакансем те пур, çавăнтах хуранпа техĕмлĕ шÿрпе пĕçереççĕ, пĕр арçынни çава çапать... Пĕри, уйрăмах çивĕччи, кăмпа татса килме те ĕлкĕрнĕ. Уяв хăнисене тараватлă кил хуçисем сĕтел хушшине чĕнчĕç, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн фольклор ушкăнĕ вара ташă-юрă пуçларĕ...

Çаплах, ташă-юрăпах, пухăннисем урам тăрăх анаталла утса Зоя Самылкина пурăнакан çурт тĕлне çитрĕç. Кунта курса тĕлĕнмелли чылай пулчĕ! Зоя Матвеевна хуçалăхĕ пĕр кунлăха 18-мĕш ĕмĕре таврăннă. Ĕлĕкхи çи-пуç тăхăннă хĕрарăмсемпе арçынсем вырма вăхăтне сăнласа пачĕç – кил хуçи хĕрарăмĕ ятарласа сала юбилейне хатĕрленсе анкартинче çуркуннех пĕр лаптăк урпа акнă иккен! Урпи ăнса пулнă, ăна хĕрарăмсем çурлапа вырса кĕлтене çыхса пычĕç, унтан авăн çапрĕç...

Кунта та хăнасем валли тем тĕрлĕ апат хатĕрленĕ, чустине те çакăнтах çăраççĕ, вĕри кăмакаран кукăлĕ те часах пиçсе тухать. Ĕлĕкхи юрăсем те пĕр вĕçĕмсĕр янăрарĕç, ташши те çыпăçуллă пулчĕ.

Авалхи пурнăçа сăнлакан лару-тăру пурне те килĕшрĕ, хăнасем куçпа курнипех çырлахмарĕç, хăйсем те тырă та вырса пăхрĕç, авăн та çапрĕç...

Ку урамри çынсене уява аван хатĕрленнĕшĕн пурте мухтарĕç, тав сăмахĕсем каларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика