Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтак Швейцарине çитсе курнă

29 августа 2012 г.

 

 

Салтак аттине тăхăнассинчен пăрăнман каччăсене яланах ырăпа кăна асăнатпăр. Хамăр тăрăхри яшсен хĕсметри вăхăчĕ еплерех иртни те кăсăклантарать пире. Çак кунсенче Мускавра Президент полкĕнче службăра тăракан Ишеккасси каччин Сергей Мироновăн амăшĕпе курса калаçма тÿр килчĕ.

– Ывăлăмпа телефонпа час-часах калаçатпăр, – тет Лилия Георгиевна. – Кремльте служба интереслĕ иртнине пĕлтерет Сергей. Пур салтак та пурнăçлакан тивĕçĕсемпе пĕрлех тĕрлĕ конкурссене те хутшăнать.

Чăнах та иккен, июль уйăхĕнче Сергей Миронов Президент полкĕн ятарлă караулĕн пĕрремĕш рота йышĕнче Швейцарири Базель хулинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери BazelTatoo çарпа музыка фестивальне хутшăннă. Кунта Раççей салтакĕсем стройпа утса тĕрлĕ хăнăхтарусем туса кăтартнипе пĕрлех ытти çĕр-шывсенчи салтаксемпе паллашнă.

Ют çĕр-шывра пулнă хыççăн тĕп хулана таврăнсан Сергей Миронов ыттисемпе пĕрлех сентябрĕн 1-8-мĕшĕсенче Мускаври Хĕрлĕ лапамра иртекен "Спасская башня" çарпа музыка фестивальне хатĕрленет. Çак фестиваль пирĕн çĕр-шывра 2005 çултанпа кашни çулах иртет, унта 10 ытла çĕр-шывăн патшалăх ертÿçисен хисеплĕ хурал подразделенийĕсем тата çар оркестрĕсем хутшăнаççĕ, хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ.

Ишеккасси каччине Мускавра иртекен тĕнче шайĕнчи мероприятие ăнăçлă хутшăнма тÿсĕмлĕх сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика