18 января 2012 г.
Эпир Хĕрлĕ Чутай салинчи Советски урамĕнчи 4-мĕш çуртра пурте тенĕ пекех ватăсем пурăнатпăр. Икĕ çемйи вара çамрăк, ĕçлеççĕ-ха вĕсем. Анчах та эпир те, ватăсем, тивĕçлĕ канăва ĕçлемесĕр тухман. Выльăх-чĕрлĕхне те пăхнă, ачи-пăчине те ÿстернĕ, ĕçне те çав хушăрах чупнă.
Мĕн каласшăн-ха эпĕ? Эпир çак çурта пăхса тăнăшăн кашни уйăхра "Жилсервис" обществăна укçа тÿлетпĕр. Вĕсен вара подъездсене, вĕсен умĕнчи юра тасатса тăма ятарлă ĕçчен тытмалла. Ун пек çынни пур-ха, анчах та вăл вунă кунта пĕрре кăна килет, юрĕ вара час-часах çăвать. Эпĕ юр çунă кун кашни ирех, тепĕр чух кăнтăрла та, тасатма тухатăп, мана тепĕр ватă та пулăшать. Акă пĕр каçхине пирĕнпе пĕр çуртра пурăнакан çамрăк хĕрарăм ĕçрен таврăннă хыççăн мăшăрĕпе юр уçма тухнăччĕ. Унччен эпĕ ăна юрпа аппаланнине пĕрре те курман. Вĕсем çурт умне машинăпа кĕмелли çула тасатаççĕ. Эпир вара, ватăсем, уçăлма тухрăмăр. Çак çамрăк хĕрарăм пире тем те пĕр каласа кÿрентерчĕ. "Эсир кĕреçе тытса та курман, тасатнă çулпа кăна утса çÿреме пĕлетĕр. Ку çулпа урăх ан утăр", – терĕ.
Çакăн хыççăн пуçа тĕрлĕ ыйтусем канăç памаççĕ. Кам пăхса ÿстернĕ-ши ку хĕрарăма? Ĕçре хăйне мĕнле тыткалать-ши вăл? Патшалăх учрежденийĕнче ĕçлет вĕт. Çамрăк çыншăн юр уçасси ĕç-и вăл? Пирĕн, 70-80 çулхи ватăсен, уçса памалла-ши вĕсене машина çулне? Эпир ачаран колхозра ĕçлесе çитĕннĕ, пирĕн ачалăх та пулман. Ватăсене çакăн пек киревсĕр сăмахсем каласа кÿрентерме намăс мар-ши çамрăкскерне? Нихăçан та ватăлмастăп тет ĕнтĕ вăл. Эпир ирсерен юр уçма тухнă вăхăтра хăй вырăн çинчен те тăмасть пулĕ-ха... Юрне уçнă çулпа шкула каякан ачи те çÿрет, мĕнлерех воспитани илет-ши вăл амăшĕнчен. Кăшт асăрхаттарма ашшĕ-амăшĕ пур-ши ку хĕрарăмăн?
Çамрăксен ватăсемпе кашни сăмаха шухăшласа калаçма вĕренесчĕ, ним çук çĕртен киревсĕр сăмахсемпе кÿрентерес марччĕ.