Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрхисене апатлантарасси тĕпре пулмалла

23 апреля 2011 г.

Çуркунне кăçал вăраха тăсăлчĕ. Çавна май ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисене кĕрхисем мĕнле хĕл каçни хумхантармасăр пултараймасть. Кĕрхисем хăйсен тухăçлăхĕпе ытларах савăнтараççĕ-çке. Паллах, тухăçĕпе савăнтариччен вĕсен ăнăçлă хĕл каçмалла.

Çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерессипе районта штаб йĕркеленĕ. Комисси членĕсем эрнере икĕ хутчен райадминистрацинче пухăнаççĕ, çур акипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яваççĕ. Палăртмалла, штаб ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан А.В.Башкиров ертсе пырать.

Март пуçламăшĕн-че "Россельхозцентр" ФГУ-н республикăри филиалĕн специалисчĕсем кĕрхи культурăсемпе нумай çул ÿсекен курăксене тишкерсе тухнă. Акă çур акине хатĕрленес ыйтупа районта семинар-канашлура çÿлерех асăннă филиалăн начальникĕн çумĕ О.Белова тухса калаçрĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче кĕрхисем лайăхах хĕл каçнине, апла пулин те декабрь уйăхĕнче калчасем çийĕн юрăн çиелти хытнă сийĕ хывăннине палăртрĕ. Юр пусарнипе çак хытнă сий калчасем çумне тачă çыпçăннă. Çавна май ÿсен-тăрансем çуркунне сывлăш çитменнипе, йĕпеннипе вилме пултараççĕ иккен. О.Белова ертÿçĕсене, агрономсене çуркунне уй-хире тухса пĕр тăваткал метрта мĕн чухлĕ ÿсен-тăран шăтса тухнине пăхма сĕнчĕ. Паллах, юр ирĕлсен кĕрхисене азот удобренийĕсемпе апатлантарасси пирки шухăшламалла. Çурхи ĕçсенчен пĕри çакă шутланать. Кĕрхисене апатлантарма вара хуçалăхсенче кирлĕ чухлĕ сеялка, минераллă удобренисем пулмалла. Вĕсем вара кашни хуçалăхрах çук. Семинар иртнĕ кун "Путь Ильича" УАО, "Авангард", "Аккозинское", "Стройресурс", "Сура", "Апрель", "Телей", "Сурское" хуçалăхсен минераллă удобренисем çукки палăрнăччĕ. Кĕрхисене апатлантарсан тухăç ытларах илме май пуррине ăнкарса вĕсен çур акиччен им-çам туянма мехел çитермеллех.

1867 гектар çинчи кĕрхи культурăсене кăçал тишкернĕ: çак шутра кĕрхи тулă – 1067, ыраш – 800 гектар.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика