Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçа пула ашшĕсĕр ÿснĕ

02 апреля 2011 г.

Туктамăш ялĕнче 1941 çулта çуралнă Александр Петрович Поляков апрелĕн 6-мĕшĕнче 70 çулхи юбилейне паллă тăвать. Малаллахи сăмах унăн пурнăçĕ пирки пырĕ.

Александр çемьере пиллĕкмĕш ача пулнă. Унăн ачалăхĕ çăмăл пулман. Вăл виçĕ уйăхра чухне ашшĕ вăрçа тухса кайнă. Амăшĕ вара пилĕк ачапа тăрса юлнă (чи асли ун чухне вун виççĕре кăна пулнă). Юрать-ха, амăшĕ хуçалăхра ĕне тытма пултарнă, çакă кăна вĕсене выçса вилесрен хăтарнă.

1942 çулта ашшĕ Смоленск хули çывăхĕнче тăшмансене хирĕç паттăррăн çапăçса ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Александр ун чухне тăхăр уйăхри ача кăна пулнă. Çапла вара амăшĕ пилĕк ачине пĕчченех ÿстерсе ура çине тăратнă. Шел те, паянхи кун амăшĕ те, икĕ аппăшĕпе икĕ пиччĕшĕ те çут тĕнчере çук ĕнтĕ.

Александр Поляков пĕчĕклех колхоз уй-хирĕнче тăрăшнă, аслисемпе танах улăх-çаран курăкне çулса пуçтарнă, амăшĕпе пĕрле тырă та вырнă.

1960 çулта вăл Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Çав çулах сентябрь уйăхĕнче ăна çара илсе каяççĕ, çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе вăл виçĕ çул хушши пурнăçлать. 1963 çулта çартан таврăнсан Шупашкарти ял хуçалăх институтне вĕренме кĕрет, 1969 çулта инженер-механик специальноçĕпе диплом илет. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн районти "Сельхозтехника" пĕрлешĕвĕнче вăй хурать вăл. Малтанлăха инженерта тимлет, çулталăкран ăна тĕп инженер тивĕçне шанса параççĕ.

1977 çулта унăн ăсталăхне, халăхпа ĕçлеме пултарнине кура районти чи пысăк хуçалăха – "Октябрь" совхоза – тĕп инженерта вăй хума яраççĕ. Ку хуçалăх тăхăр яла пĕрлештерсе тăнă. Мĕн тĕрлĕ техника пулман-ши унта: тракторĕсемпе автомашинисем тата ял хуçалăх техники 100 ытла. 1980-1982 çулсенче Александр Петровича "Чувашколхозстрой" пĕрлешĕвĕнче тĕп инженер-строительте ĕçлеме тÿр килнĕ. 1982 çулта вара çут ĕç учрежденине ĕçлеме куçать. Кунта мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăрăшать.

Пур ĕçе те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаканскере пурте хисепленĕ. Хисеп хучĕсем те чылай унăн. Ял-йышра та ырă ятпа кăна асăнаççĕ ăна.

Мăшăрĕпе вĕсем 43 çул пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. Тăватă ачине кун çути парнеленĕ, пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Халĕ пурте ĕнтĕ тивĕçлĕ ĕçсенче тăрăшаççĕ.

Сывлăхĕ çирĕпех мар пулин те ветеран халĕ те алă усса лармасть: хурт-хăмăр тытать, столяр ĕçĕсене пурнăçлать, кил-тĕрĕшре кирлĕ япаласем ăсталать.

"70 çула çитессе шутламанччĕ. Ачасемпе мăнуксем пурри вăй-хăват хушса пырать. Çуллахи вăхăтра пирĕн урам, кил хушши юратнă мăнуксен савăк сассисемпе тулать. Çакă мĕн тери савăнăç, телей!", – тет Александр Петрович.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика