Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ачасене юратнипех нумай пурăнатăп»

30 марта 2011 г.

Сулмаклă çулсемпе 90 çул утса тухнă Анастасия Андреевна Черендеева иртсе кайнă саманана вăрçмасть те, япăхпа та аса илмест. Кун-çулĕ, чăнах та, çăмăл килмен.

– Темĕнле йывăрлăха та тÿсрĕм-çке, – каласа парать иртнине ĕç ветеранĕ. – Вăрçă вăхăтĕнче вăрă-хурахсем кил-çурта çаратрĕç, пилĕк катка пыл вăрласа кайрĕç.

Турă этеме хăй чăтма пултаракан йывăрлăха кăна парать теççĕ. Анастасия Андреевна та пурнăç йÿççине нумай тутанса курнипе паянхи кунччен те çирĕп чун хавалне çухатман. Вăл шÿтлеме ăста. Хăйне сиен кÿнĕ çынсен ĕçĕсене те хурласа мар, шÿтлĕн, ытарлăн аса илет.

Анастасия Андреевна паянхи кун мăшăрĕпе, Василий Захаровичпа, Туктамăш ялĕнче пурăнать. Иртнĕ çулла шалкăм çапса хуçнипе хĕрарăм хăйне тĕллĕн утса çÿреймест. Пушă вăхăтне вара юратнă хаçачĕсене шĕкĕлчесе ирттерет. Унпа тĕл пулнă кун та унăн ура вĕçĕнче купипе хаçатсем выртатчĕç, вырăсли те, чăвашли те пур вĕсен хушшинче.

– "Пирĕн пурнăç" хаçата та юратса вулатăп, унпа паллашсан килте ларсах район хыпарĕсене пĕлетĕп, – çакăнта та шÿтлеме манмасть ватă.

Куçĕ витĕрех курнипе хĕрарăм хаçатсене куçлăхсăрах вулать. Çакăнпа çыхăннă пĕр саманта та каласа пачĕ вăл: "Нумай çул каялла телевизорпа Кашпировский ирттерекен сеанссене пăхса лартăм. Виçĕ сеанс иртмеллеччĕ, мана пĕринпе те çитрĕ, çавăн хыççăн курма тытăнтăм, паянхи кунчченех çынсене те паллатăп, телевизорне те пăхатăп, хаçатсене те вулатăп". Хаçат вуласа чунне йăпатать хĕрарăм. Унăн çав тери çынсемпе калаçас килет, шалкăм çапиччен вăл урама тухса ача-пăчапа чунне уçнă. Шăпăрлансем те ватă патне туртăннă.

– Ачасене питĕ юрататăп, – сăмахлать А.Черендеева, – çавăнпа нумай пурăнатăп пулинех. Манăн 14 мăнук, мăнуксен 7 ачи. Мăшăрăмпа вара 6 ача пăхса ÿстертĕмĕр.

Мартăн 25-мĕшĕнче 90 çул тултарнă Анастасия Андреевнана канлĕ ватлăх сунатпăр, ачусемпе мăнукусен ĕмĕрĕ те вăрăм пултăр.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика