Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уççи-хуппи çук аптăрав

23 марта 2011 г.

 

Мартăн 17-мĕшĕнче ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăра пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнчи право хутшăнăвĕсене йĕркелес ыйтусемпе Пĕрлехи тематика йышăнăвĕ иртрĕ. Ун ĕçне прокурорăн пулăшуçи Д.Савинкина, райадминистрацин обществăлла инфратытăм аталанăвĕн тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ А.Давыдов, "Жилсервис" ТЯО ертÿçи В.Селиванов, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Аргандейкин хутшăнчĕç.

Прокурорăн пулăшуçи пурăнмалли условисене лайăхлатассипе нушаланакансене, çав шутра Аттелĕх вăрçин ветеранĕсене те, çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйтупа çыхăннă саккунпа паллаштарчĕ. Кун йĕркинче хускатнă пĕрремĕш ыйтупа прокуратурăна чылай çăхав килни палăрчĕ. Апла пулин те ку ыйтăва туллинрех хаçатăн ытти номерĕсенче пăхса тухăпăр. Мĕншĕн тесен граждансене коммуналлă пулăшусене тивĕçтермелли йĕрке, ку енĕпе хăйсен мĕнле правасем пурри интереслентерет. Çак тĕллевпе пухăннă та вĕсем.

Пĕрлехи тематика йышăнăвĕ тавлашуллă иртрĕ. Чи малтанах прокурорăн пулăшуçи Д.Савинкина СХТ территорийĕнчи 5-мĕш çуртра пурăнакан пĕр хĕрарăм чăнлăх шыраса прокуратурăна ыйту çырнипе паллаштарчĕ: "Жилсервис" ТЯО çурт тăррине витнĕшĕн кунта пурăнакансенчен 1000-шер тенкĕ шыраса илнĕ иккен. Шел те, тулли мар яваплă общество ертÿçинчен ку енĕпе уçăмлă хурав илтеймерĕмĕр. Çавна май Диана Владимировна çÿлерех асăннă çуртра пурăнакансене управляющи компанийĕ саккунсăр илнĕ пĕр пин тенке шыраса илессипе прокуратурăна пыма ыйтрĕ. Анчах та çакă хваттерте социаллă найм килĕшĕвĕпе пурăнакансене кăна пырса тивет. Приватизациленĕ хваттерте кун кунлакансен каймалла мар.

Пахалăхсăр коммуналлă пулăшусем енĕпе чун ыратăвне, хваттершĕн тÿлесси кашнин тĕрлĕрен пулнине те палăртрĕç пухăннисем. Анчах та чылай ыйту çине тулли те уçăмлă хурав илеймерĕç. Акă приватизациленĕ 3 пÿлĕмлĕ хваттерте пурăнакан пĕр ватăна тÿлеве мĕне кура йĕркелени интереслентерет. Унăн калаçăвĕнчен çакă паллă: ватă пурăнакан хваттер çийĕнчи пÿлĕмсенче 6 çын кун кунлать, анчах та вăл та, çÿлти кÿршĕ те уйăхне 3500 тенкĕ тÿлет, пурăнмалли пĕтĕмĕшле лаптăк пĕр пек пулсан та. Пуçа хыçтаракан ыйту. Тепĕр хĕрарăма та çавăн евĕр ыйтăвах хумхантарать: вĕсем мăшăрĕпе иккĕн кăна пурăнаççĕ, кÿршĕре – 6-ăн; хваттершĕн вăл 2400 тенкĕ тÿлет, кÿршĕ хăйĕн çемйипе – 1700, пурăнмалли лаптăк иккĕшĕн те пĕр пек. "Жилсервис" ТЯО ертÿçи çакна хĕрарăм шывпа ытларах усă курнипе сăлтавларĕ.

СХТ территорийĕнче пурăнакан ар çын та коммуналлă пулăшусемшĕн илекен тарифсемпе тата йăлари хытă каяшсемшĕн çын пуçне мар, кашни тăваткал метршăн тÿлемеллипе кăмăлсăррине палăртрĕ. Акă вăл кăçалхи январь уйăхĕнче коммуналлă пулăшусемшĕн 3074 тенкĕ тÿленĕ. Февраль уйăхĕ 28 кунлă пулин те хальхинче те çавăн чухлех тÿленĕ. Мĕншĕн тÿлеве пĕчĕклетмен; Ар çын хускатнă ыйтусене прокуратура юрисчĕ тимлĕхе илчĕ, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕ енĕпе çитменлĕхсене пĕтерессипе управляющи компанийĕ вырăнтан та хускалмасан прокуратурăна çырса пама ыйтрĕ. Йăлари хытă каяшсемшĕн тÿлесси йышăнупа килĕшÿллĕн пулса пынине каларĕ В.Селиванов. Апла пулин те çак йышăнура чăннипе те ăна тăваткал метр пуçне палăртнине, шел те, тупса параймарĕ.

Коммуналлă пулăшусемпе пахалăхсăр тивĕçтернипе хăшĕсем хваттере уйрăм хутса ăшăтмалла тăвасшăн. Анчах та В.Селиванов саккун вăя кĕнипе иртнĕ çултанпа уйрăм хутса ăшăтмалли тытăм çине вертикаллĕ вырнаçнă кÿршĕсем куçма пултарайманнине каларĕ. Пĕтĕм çурчĕпе пулсан, тархасшăн. Хваттере уйрăм хутса ăшăтассипе çыхăннă ыйтăва А.Давыдов малалла тăсрĕ, ăна уçăмлатрĕ тесен те тĕрĕс. Вăл ку енĕпе программа ĕçленине, енчен те нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансем пурте уйрăм хутса ăшăтма килĕшрĕç-тĕк проект ĕçĕсене тата тулашри ĕçсене администраци тÿлессине каларĕ. Çынсен хваттерти тăкаксене кăна хăйсен тÿлеме тивет. Ку пухăннисемшĕн çĕнĕлĕх пулни курăнать.

Пĕрлехи тематика йышăнăвĕнче татах та чылай ыйту тавра калаçрĕç. Пурте "Жилсервис" ТЯО тивĕçтерекен коммуналлă пулăшусем пахалăхсăр пулнипе кăмăлсăр. Прокурорăн пулăшуçи СХТ территорийĕнчи ăшă пăрăхĕсем çара пулнă, виççĕмĕш çул ĕнтĕ шыв юхса тăнă фактпа палăрнă çитменлĕхсене пĕр эрне хушшинче пĕтерме ыйтрĕ, ытти ыйтусемпе прокуратурăна тухма сĕнчĕ.

Чăннипе те, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тытăмĕнче татса паман, чуна килĕшмен пулăмсем чылай. Çавăнпах Пĕрлехи тематика йышăнăвĕ те палăртнинчен ытларах тăсăлчĕ, вĕçленсен те çынсем хăвăрт саланма шутламарĕç, прокуратура ĕçченĕнчен сĕнÿ, пулăшу ыйтрĕç.

Кăçалхи Пĕрлехи тематика йышăнăвне малтанхи çулхинчен халăх сахалтарах пухăннă. Ку енĕпе иртнĕ çул хускатнă çитменлĕхсене пĕтерессипе нимĕн те туманнипе сăлтавлаççĕ çакна. Апла пулин те ыйтăвĕсем пухăннă çынсенчен те нумайрах. "Тĕл пулатпăр, калаçатпăр, лару-тăру лайăх енне улшăнмасть, хăçан пире пахалăхлă коммуналлă пулăшупа тивĕçтерме пуçлĕç;» – явăнать çынсен пуçĕнче çĕр-çĕр ыйту.

Пĕр-пĕр сăлтава пула чылай вăхăт хваттерте пурăнма май килмест-тĕк, "Жилсервис" ТЯО-ра заявлени çырмалла, хăвăр килте пурăнманнине ятарлă документсемпе çирĕплетмелле. Кун пек чухне сирĕнтен хваттер тÿлевне илмĕç.

Ăшăтмалли тытăмран район халăхĕ талăкра 37 кубла метр шыв вăрлать!

 


 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика