Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килти сăмаха урама кăлармасăрах татса парасчĕ

02 февраля 2011 г.

Кăçал эпир юрпа пуян. Ку, паллах, питĕ лайăх. Анчах та, тепĕр енчен, чылайăшне чăрмав та кÿрет. Çулсене вăхăтра тасатманнине пула ачасем шкула çитеймеççĕ, ватăсем çăкăрсăр лараççĕ, пушарсенче çуртсемпе хуралтăсемпе пĕрле çынсем те çунса каяççĕ, больницăна çитейменнипе чылайăшĕн пурнăçĕ те татăлать.

Паллах, кун пек пăтăрмахсем никама та савăнтармаççĕ. Йĕркесĕрлĕхе чăтса çитереймесĕр тата лайăххине шанса хамăрăн çитменлĕхсем пирки тĕрлĕ çăхавсем çырса хăш-пĕр чухне çĕр-шывĕпех палăратпăр та. Çавăн пекех район пуçлăхĕпе райадминистрацин пуçлăхĕ патне шăнкăравласа та пĕлтеретпĕр. Хирĕçлеместĕп, вĕсен те пĕлмелле. Анчах та вĕсене пĕлтериччен вырăнти пуçлăхпа калаçсан аван пулмалла-çке. Вырăнта йĕрке тăвасси – ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕ. Эпир иртнĕ суйлавра хамăр сасăсене панă, шаннă çынсен тăван халăхшăн ĕçлемеллех. Енчен те пултараймаççĕ пулсан, кунта хамăрăн та айăп пур. Эпир суйларăмăр-çке вĕсене.

Çавăн пекех пирĕн ыйтăва татса пама депутатсем те пулăшма тивĕç. Вĕсем пирĕн сахаллăн мар: район Пухăвĕн депутачĕсем – 18, ял тăрăхĕсен депутачĕсем – 109. Е вĕсем хушшинче "çывăракансем" пур пулсан, ирĕксĕрех ыйту çуралать: мĕн тума суйланă-ха эпир вĕсене;...

Килти сăмаха урама кăлармалла мар, тенĕ ватăсем. Çавăнпа та пĕр-пĕрне ăнланса, шанса, тăрăшса ĕçлесе пĕтĕм ыйтăва та вырăнта татса парсан пурне те лайăх кăна пулмалла. Çулсем тасатма укçа-тенкĕ ял тăрăхĕсенче çук мар. Пур. Район администрацийĕн финанс пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, автоçулсене пăхса тăма ял тăрăхĕсене укçа куçарнă. Акă çак тĕллевпе 2011 çулта Ачкасси ял тăрăхĕн бюджетĕнче 358 пин те 200 тенкĕ пăхса хунă, çав шутра вырăнти бюджетран 179 пин те 100 тенкĕ, республика бюджетĕнчен – 179 пин те 100 тенкĕ; Атнар ял тăрăхĕн бюджетĕнче – 429 пин тенкĕ (вырăнти бюджетран – 214 пин те 500 тенкĕ, республика – 214 пин те 500 тенкĕ); Мăн Этмен ял тăрăхĕнче – 240 пин тенкĕ (120 пиншер тенкĕ); Тралькасси ял тăрăхĕнче – 265 пин тенкĕ (132 пин те 800-шер тенкĕ); Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче – 873 пин те 600 тенкĕ (436 пин те 800-шер тенкĕ); Пантьăк ял тăрăхĕнче – 341 пин те 800 тенкĕ (170 пин те 900-шер тенкĕ); Питĕркасси ял тăрăхĕнче – 200 пин те 600 тенкĕ (100 пин те 300-шер тенкĕ); Кив Атикасси ял тăрăхĕнче – 255 пин те 400 тенкĕ (127 пин те 700-шер тенкĕ); Хусанушкăнь ял тăрăхĕнче – 350 пин те 200 тенкĕ (175 пин те 100-шер тенкĕ); Штанаш ял тăрăхĕнче – 164 пин те 800 тенкĕ (82 пин те 400-шер тенкĕ).

Сăмаха вĕçленĕ май, çапла пĕтĕмлетсен тĕрĕс пулĕ: ЯЛ ТĂРĂХĔН ПУÇЛĂХĔН ТĂРĂШУЛĂХĔ ÇУЛ–ЙĔР ТАСАЛĂХĔНЧЕ ПАЛĂРĔ.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика