Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăмах – пĕвесем пирки

11 сентября 2010 г.

Юлашки кунсенче редакцине ял тăрăхĕсенче пĕвесем тасалассипе тата тăвассипе çыхăннă çырусем нумай килеççĕ. Çыраканĕсене уйрăмах ял тăрăхĕсен администрацийĕсен халăхран пухмасăр пĕвесем чавма укçа-тенкĕ пуррипе çукки интереслентерет. Вĕсене хурав парас тесе ял тăрăхĕсен бухгалтерийĕн тĕп бухгалтерне Н.М.Индрякована тата темиçе ял тăрăхĕн пуçлăхне ыйту пама тиврĕ.

Ял тăрăхĕсен бюджечĕсенче тавралăха тирпей-илем кÿрес тĕлĕшпе ятарлă статья пур, анчах та кашнин укçа-тенкĕ виçи расна. Сăмахран, атнарсем 2009 çулта "Тирпей-илем" статйинче пĕвесене тасатассипе, чавассипе тата ытти ĕçсене тăвассипе 117 пин тенкĕ уйăрса хăварнă, кăçал вара ку енĕпе пĕр тенкĕ те хывман. Ачкассисен те кăçал çук, пĕлтĕр вĕсен 150 пин пулнă. 2009 çулта хусанушкăньсем ку енĕпе 283 пин тенкĕ ытла уйăрнă, 2010 çулта – 25 пин ытла кăна. Хĕрлĕчутайсем пĕлтĕр 1 миллион та 300 пин тенкĕлĕх ĕç тунă, кăçал вĕсен – 160 пин тенкĕ. Палăртмалла, пĕве тăвас е тепĕр ĕç пурнăçлас пулсан ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пĕр статьяран тепри çине те куçарма пултараççĕ – укçа-тенкĕ тупас тесен майсем çук мар.

Паллах, хамăр ялта эпир миçе пĕве пуррине тата хăшĕ ытларах усă панине лайăх пĕлетпĕр. Çавăнпа та кашнине тĕплĕн ăнлантарма кирлĕ мар пулĕ. Акă атнарсен пĕр пĕви миçе тенкĕне ларнине те шутласа пăхма май пур. Атнар ял тăрăхĕн администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, икĕ çул хушшинче вĕсем 25 пĕве тунă: Атнар ялĕнче – 9, Трапайра – 4, Туканашра – 6, Сорăмра – 1, Березовкăра – 2, Кишлĕре – 1, II Липовкăра – 2.

Тăван тата ытти ял тăрăхĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки пĕтĕмлетÿ тума сана, вулаканăм, ирĕк паратăп...

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика