Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕмпех – халăх ырлăхĕшĕн

08 сентября 2010 г.

Ялсенчи пурнăç майлашăнса-йĕркеленсе пыни ял тăрăхĕсем мĕнле ĕçленинчен килет. Кунта тăрăшакансен социаллă тата культура ыйтăвĕсене, кулленхи вун-вун ыйтăва татса пама тивет. Унсăр пуçне наци проекчĕсемпе патшалăх программисене пурнăçа кĕртмелле. Вырăнти çынсен пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе çĕнĕ çул-йĕр хывасси, пĕвесене юшкăнтан тасатасси, сенкер çулăм кĕртесси те тĕпре тăрать.

Кашни ял тăрăхĕнче вырăнти пурнăçа йĕркелесе пырассипе сахал мар ĕç туса ирттереççĕ. Тĕслĕх вырăнне Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхне илĕпĕр. РФ вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли тĕп принципĕсем çинчен калакан саккун пурнăçа кĕнĕренпе 5 çул çитрĕ. Çак тапхăрта ку тăрăхра ЧР Президенчĕн республикăри ялсене хытарнă çулпа çыхăнтарасси пирки кăларнă Указа туллин пурнăçланă: Тумликасси, Енкĕлт, Пчелка, Дубовка ялĕсем патне тап-такăр çул хывнă. Çавăн пекех Туктамăш ялĕ, Хĕрлĕ Чутай салин Комсомольски урамĕ витĕр çул сарнă. Чунтанах савăнаççĕ халĕ ял çыннисем. 4 çул хушшинче «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе вырăнти 670 çын 7 млн 190 пин тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илнĕ. Ку вăл мĕн пур хушма хуçалăхăн 32 проценчĕпе танлашать.

Ял çыннине чун апачĕ те кирлине шута илсе Туктамăшпа Ишеккасси ялĕсенче – тĕслĕх вулавăшсем, Енкĕлтре музей уçма пултарнă. Культура çурчĕсем валли çĕнĕ тумтир çĕлеттернĕ, музыка аппаратурисене туяннă. Аслă Çĕнтерĕве 65 çул çитнине халалласа, вăрçăра вилнисене сума суса кăçал Ишеккасси ялĕнче постаментпа палăк вырнаçтарнă. Туктамăш ялĕнче те хаяр вăрçа тухса кайса унтан таврăнайманнисене халалласа постамент туса лартнă.

Шыв ыйтăвне те ял тăрăхĕнче татса пама тăрăшаççĕ. Инкек-синкек тухас пулсан шывпа çеç хÿтĕленме пулать вĕт-ха. Çавна май Туктамăш ялĕнчи Овражнăй урамра пилĕк тонна шыв кĕрекен цистерна вырнаçтарнă. Унсăр пуçне ялсенчи çичĕ пĕвене юшкăнран тасатнă. Ĕмĕрлĕх куç хупнисем выртакан сăваплă вырăнта – масарта – тирпейлĕ пултăр тесе çÿп-çап ещĕкĕсем вырнаçтарнă. Çăва йĕри-тавра карта тытнă.

Паллах, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн администрацийĕ пурнăçланă ĕçсенчен хăшĕ-пĕрисене кăна асăнтăмăр. "Пĕччен сурсан кÿлĕ пулать, халăхпа – тинĕс", – теççĕ. Çÿлерех асăннă ĕçсене те пĕрлехи вăйпа, халăхпа тачă çыхăнса ĕçленипе пурнăçланă. Кулленхи ĕçре ял тăрăхне депутатсем, ырă ята тивĕçнĕ ĕç ветеранĕсем пулăшса пыраççĕ. Вĕсем урамсемпе масарсене тирпей-илем кĕртсе, йывăç-тĕм лартса, чечексем ÿстерсе Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхне илем кÿреççĕ. Ку тĕлĕшпе Анат Чутайри В.Калистратов, М.Стекольщикова, А.Бронюков, И.Шехрейкин, Н.Котеева, Çирĕккассинчи Ю.Трофимов, Г.Горбунов, О.Ярайкина, З.Кагайкина, Çĕнĕ центрти И.Ванюшкин, В.Немешкин, О.Стекольщикова, Ю.Егоров, Е.Грузинова, Туктамăш ялĕнчи Р.Печникова, Г.Борисова, В.Черендеев, Тумликассинчи К.Аргандейкин, Н.Васькова, Ишеккассинчи А.Михеев, М.Алексеева, Енкĕлтри Ф.Белов тата ытти нумай çын чунтан тăрăшать. Вырăнти предпринимательсем те – А.Ивантаев, Я.Хорайкин, Г.Борисов, Ю.Глухов, О.Ефремова, М.Чемашкин, Р.Мидейкин май килнĕ таран пулăшса пыраççĕ. Паллах, ырă ĕçе хутшăнакансене пурне те асăнма çук. Вĕсен ырă та пархатарлă ĕçĕ халăх асĕнче юлатех.

Ÿсĕмсем

- Экономика аталанăвĕн министерствин ял, хула тăрăхĕсем хушшинчи 2007 çулхи экономика ăмăртăвĕн пĕтĕмлетĕвĕпе Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕ пĕрремĕш вырăна тухнă (территоринче 4000 е ытларах çын пурăннă тăрăхсем хушшинче).

- 2008 çулăн пĕтĕмлетĕвĕпе информаци сферинче Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕ республикăри чи лайăх муниципаллă пĕрлешÿ ята тивĕçнĕ.

Ял тăрăхĕн администрацийĕн татса паман ыйтусем те чылай. Халăх пурнăçне татах та аванлатас тесен вун-вун ĕç пурнăçламалла. Сăмахран, Хĕрлĕ Чутай салинчи нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен тата çулсерен юсаса пырасси малашлăхра татса памалли ыйтусенчен пĕри шутланать. Унсăр пуçне ял урамĕсем тăрăх асфальт çул сарасси, кĕперсене юсасси, кашни урамрах çÿп-çап тăкмалли контейнерсем вырнаçтарасси, ял ĕçченĕсене çурт-йĕр çавăрма пулăшасси... Ĕçсене пĕтĕмпех халăх ырлăхĕшĕн пурнăçлама палăртнă.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика