Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьере юратупа шанчăклăх хуçалантăр

10 июля 2010 г.

Июлĕн 8–мĕшĕнче Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне уявларăмăр. Çавна май районта чылай мероприяти иртрĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.И.Иванов тăрăшнипе халăх тата çут-çанталăк музейĕнче тĕрлĕ паллă ÿнерçĕсен картинисен куравĕ пулчĕ.

Çак кун нумай çул юратупа килĕшÿре пурăннă мăшăрсене " Юратупа шанчăклăхшăн" медальпе чыслани – калама çук ырă пулăм. Ку медале пирĕн районтан Хĕрлĕ Чутай салинчи Александр Григорьевичпа Клавдия Григорьевна Артюшкинсем тивĕçрĕç.

Артюшкинсем пĕр-пĕрне ăнланса, юратса, килĕштерсе 50 çул пурăнаççĕ. Çут тĕнчене вĕсем икĕ хĕрпе ывăл парнеленĕ. Александр Григорьевич тивĕçлĕ канăва тухиччен инженерта, механикра ĕçленĕ. Клавдия Григорьевна Серенкасси шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.

Çемье – çут çанталăк тунă хăйне май ахах-мерчен. Упрасчĕ ăна. Çемьере телейли кăна чăннипех телейлĕ пулнине асра тытасчĕ.

Çăл куçсем тапсах тăччăр

Халăха таса шывпа тивĕçтерессипе республикăра ятарлă программа пурнăçланать. Ку программăра шывпа çителĕклĕ таран тивĕçтерессине кăна мар, çăл куçсене сыхласа хăварассине те пăхса хунă.

Ялта шывсăр пурăнма питĕ йывăр. Çăлсемпе пĕвесем типнĕрен çакна татах та ытларах туйрăмăр. Колонкăсем пур ялта та çук. Çăл куçсем вара? Пирĕн тăрăх çырмасемпе пуян та, çăл куçсем те пурах ĕнтĕ. Анчах шăнкăртатаççĕ-ши вĕсем? Таса та сивĕ, тутлă шыва юхма май туса панă-ши ял тăрăхĕсенче? Акă Атнар ял тăрăхĕнче Туканаша кĕнĕ çĕрти çăл куçа тасатса пăхса тăраççĕ тенине илтнĕччĕ. Ытти çĕрте мĕнле-ши?

Ача чухнехине аса илетĕп. Ял хыçĕнчи юхан шыва çăл куç юхса кĕретчĕ. Ялти пĕр ырă çын ăна тасатса йĕркене кĕртнĕччĕ, валак та тунăччĕ. Ял çыннисем çăл куçăн тăрă шывне ĕçсе киленетчĕç. Валакран юхса тухакан шыва выльăх-чĕрлĕх ĕçетчĕ.

Халĕ мĕнлерех-ши çав çăл куç? Тен, типсе ларнă, тасатманран ăпăр-тапăрпа тулнă? Шел те, калама пултараймастăп. Унта тахçантанпах пулман.

Манăçа тухнă çăл куçсем районта туллиех пулнине шута илсе район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Иванов çут çанталăк парнине упраса хăварас, иртнине тавăрас тĕллевпе юхăнса кайнă çăл куçсене тасатса çĕнетме чĕнсе калать. Валаксем тăвасси, çăл куç йĕри-тавра карта тытасси çав тери йывăр та тăкаклă ĕç мар. Ĕлĕкхи ырă йăласене чĕртсе тăратни хамăршăн та, пулас ăрусемшĕн те аван пулмалла.

Пĕчĕк çăл куç пысăк шыва хăват панине асра тытар.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика