Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿсĕмсен чикки ан пултăр

10 июля 2010 г.

Çулсеренех июль уйăхĕн иккĕмĕш вырсарни кунĕнче почта çыхăнăвĕнче ĕçлекенсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ.

Хуть те хăш тапхăрта та почта ĕçченĕсен ĕçĕ çăмăл пулман. Паянхи кун та, информаци технологийĕсем хăвăрт аталаннă вăхăтра, вăл хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмасть, ял çыннисемшĕн чи кирлĕ çыхăну мелĕ пулса юлать.

Хальхи самана таппинче почта çыхăнăвĕнче чи чăтăмлисем кăна ĕçлеççĕ тесе калас килет. Почтальон халăх патне хаçат-журналпа çырусем кăна мар, пенси те вăхăтра çитерсе парать-çке. Ку кăна-и; Ахаль те çăмăл мар сумкине унăн ял çыннисене сĕнме тĕрлĕ тавар тултарса йывăрлатма тивет. Мĕн тăвас тетĕн, ĕç йĕрки çапларах халĕ.

Асăнтăмăр ĕнтĕ, почтăра тÿсĕмлисем тăрăшаççĕ. Вĕсем район çыннисене çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарма васкаççĕ. Çĕнĕ хыпарĕсем вара район тĕкĕрĕнче – "Пирĕн пурнăç" хаçатра кун çути кураççĕ. Шăпах ăна анлă сарас тĕллевпе тăрăшаççĕ те куллен почтальонсем. Акă çулсерен вĕсен тăрăшулăхне пула "Пирĕн пурнăç" хаçатăн тиражĕ ÿсни савăнтарать. Кăçалхи иккĕмĕш çур çул валли район хаçатне пурĕ 2754 экземпляр çырăннă, пĕлтĕр ку вăхăтра 2532 пулнă. Ку паха кăтартура почта ĕçченĕсен тÿпи калама çук пысăк.

Кăтартусене тишкерес пулсан почта çыхăнăвĕсен уйрăмĕсемпе илсен район тĕкĕрне чи нумай ÿстерсе çырăнтарнипе Мучикассинчи почта ĕçченĕсем палăрчĕç. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулпа танлаштарсан вĕсем 26 хаçат ытларах çырăнтарнă. Унтан Пантьăк, Шĕмшеш тата Атнар уйрăмĕсем пыраççĕ. Пурте вĕсем кăтартăва 6 экземпляр хăпартнă. Шел те, ыттисен ĕç тухăçлăхĕ чакни сисĕнет.

Палăртма кăмăллă, хăш-пĕр почтальонсем район хаçатне халăх патне ытларах çитерес тĕллевпе хастарлăх кăтартнă. Акă, Хĕрлĕ Чутайри çыхăну уйрăмĕнчи тăрăшуллă почтальонсем кăтартăвĕсене самаях лайăхлатнă. Анастасия Олеговна Бродюкова районти почтальонсем хушшинче пĕрремĕш çур çулпа танлаштарсан район хаçатне çырăнтарас кăтартăва чи нумай ÿстернĕ, 26 хаçат ытларах çырăнтарма пултарнă. Людмила Сергеевна Швешкееван та 15 экземпляр ытларах. Римма Георгиевна Саверкина та кăçал район тĕкĕрĕпе ытларах çынна (8 экземпляр) тивĕçтерĕ. Мучикассинчи почта уйрăмĕнче тимлекен Ольга Ардалеоновна Чуракова иртнĕ тапхăртинчен 13 хаçат ытларах çырăнтарнă, Галина Николаевна Куропаткина – 10, Людмила Николаевна Сандомирова – 8. Атнарти уйрăмра вăй хуракан Надежда Петровна Волкован кăтартăвĕ те 8 хаçат ытларах çырăнтарнипе танлашать.

Паллах, район хаçатне ытларах сарас тесе ытти почтальонсем те вăй хунă. Апла пулсан пурне те, пур çыхăну уйрăмĕсен ĕçченĕсене те професси уявĕ ячĕпе саламлатпăр. Эсир район çыннисем патне çитерекен хыпарсем яланах лайăх пулччăр, ĕçĕрсем ăнса пыччăр, малашне те район тĕкĕрне ытларах сарма сирĕн сывлăхăрсем çирĕп пулччăр, кăтартăвĕсем çулран-çул ÿссе кăна пыччăр.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика