Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коммуналлă хуçалăх

03 июля 2010 г.

Иртнĕ уйăхăн вĕçĕ улшăнусемпе пуян пулчĕ. Июнĕн 21-мĕшĕнчен тытăнса район администрацине Юрий Иванович Иванов ертсе пыма пуçларĕ. Çак эрне пуçламăшĕнче вара район администрацийĕн çумĕсем тата коммуналлă хуçалăхăн директорĕ тивĕçĕсене хăйсен ирĕкĕпе пурнăçлама пăрахнă. Мĕнле сăлтавпа-ши;..

Февралĕн 27-мĕшĕнче района ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Президенчĕ килнине пурте ас тăватпăр. Ун чухне Президент районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ кирлĕ шайра пулманнине çирĕппĕнех палăртрĕ. Чылай отрасльти çитменлĕхсене пĕтерме сĕнÿсем те пачĕ. Анчах та унтанпа вăхăт сахал мар иртрĕ пулин те районта ырă улшăнусем пулниех сисĕнмест.

Паянхи кăларăмра эпир коммуналлă хуçалăх пирки калаçăпăр. Предприятири лару-тăру çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕнчен Ю.И.Ивановран ыйтса пĕлтĕмĕр.

Ю.И.Иванов:

– Паянхи кунчченех коммуналлă хуçалăх тăкаклă ĕçлесе пынă. Июнĕн 30-мĕшĕ тĕлне парăмсем çапларах пулнă: çут çанталăк газĕшĕн – 2 миллион та 11 пин тенкĕ, электроэнергишĕн – 663 пин тенкĕ, налук (НДФЛ) – 294 пин тенкĕ, Пенси фончĕ умĕнче – 137 пин тенкĕ, çут çанталăка хирĕçле витĕм кÿнĕшĕн – 719 пин тенкĕ, кредит – 1 миллион та 651 пин тенкĕ, "Автодор" предприяти умĕнче – 25 пин те 260 тенкĕ, ĕç укçи – 453 пин тенкĕ.

Коллективра 40-ĕн тăрăшаççĕ. Вĕсем июнĕн 21-мĕшĕнче апрель тата май уйăхĕн çурришĕн кăна ĕç шалăвĕ илнĕ. Çак тĕллевпе 74 пин тенкĕ тăкакланă. Сăмах май, уйăхшăн мĕн пур ĕçченсемпе татăлма 250 пин тенкĕ кирлĕ. Калас пулать, кунта ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи 6 пин те 500 тенкĕпе танлашнă. Парăмсем чылай пулин те çак кунсенче ĕçченсене укçа енчен кăштах та пулин пулăшасшăн.

Палăртрăм ĕнтĕ, предприятин кредит парăмĕ пĕтĕмпе 1 миллион та 651 пин тенкĕ. Унтан 160 пин тенкине предприяти çулталăкăн 35 проценчĕпе илнĕ, ыттисене – 42 процентпа. Чи хăрушши вара – экскаватора, çÿп-çап турттармалли машинăна, Т-150 трактора салука хуни.

Халĕччен кунта паянхи пурнăç ыйтнă пек ĕçлемен, çавăнпах ĕçĕ-хĕлĕ те тăкаклă пынă: шывпа тивĕçтерессине счетчиксемсĕрех йĕркеленĕ, энергие перекетлекен лампочкăсемпе усă курман, хутса ăшăтмалли кăмакасем кивĕ – çĕнетсе пыма шутламан та, районти предприятисемпе тата учрежденисемпе ĕç килĕшĕвĕсем туса ĕçлемен... Ĕçсĕррисене пулăшас тĕллевпе патшалăх чылай укçа-тенкĕ уйăрать. Коммуналлă хуçалăх ку пулăшупа усă курма та шутламан.

Халăха тивĕçлĕ пулăшу парассине лайăхлатас тата хутса ăшăтмалли тапхăра йĕркеллĕ хатĕрленсе кĕтсе илес, коммуналлă хуçалăха йывăрлăхран кăларас тĕллевпе тата ытти ырă улшăнусене пурнăçа кĕртес тесе коммуналлă хуçалăх предприятийĕн директорĕн тивĕçĕсене туса пыма районти культурăпа кану центрĕн директорне Алексей Иванович Магаськина шантăм. Ку енĕпе мана район халăхĕ ăнланасса тата ман шухăша ырласса шанатăп.

Ертÿçĕ маттур та вăр-вар пулсан вăл туртакан лав та шав малалла ăнăçлă шăвать. Коммуналлă хуçалăхра вара пачах урăхла пулса тухнă. Ертÿçĕсем паянхи кунпа пурăннă, малашлăх пирки шутламан, пĕтĕмпех кивĕлле те тăкаклă ĕçленĕ. Тÿлеме пултарайманнине шута илмесĕрех пысăк процентпа кредитсем илсе тултарнă. Çултан-çул предприятин пурлăх базине çĕнетме тăрăшман. Район администрацийĕн обществăлла инфратытăм аталанăвĕн тата коммуналлă хуçалăх енĕпе ĕçлекен пайĕ, çавăн пекех вĕсене тĕрĕслесе тăракансем кунти лару-тăрупа мĕншĕн интересленсе тăман-ши; Тĕпсĕр шурлăха путса ларнине сиссех мĕншĕн никам та пулăшу аллине тăсса паман-ши;

Халăха тивĕçтерекен пулăшупа район çыннисем те кăмăлсăр, мĕншĕн тесен вăл пахалăхсăр: хваттерсене ăшăпа, таса шывпа тивĕçтересси кирлĕ пек пулса пымасть.

Лава малалла туртайман, хăйсен вăйне те шанман ертÿçĕсен пуçлăх пуканне йышăнса лармаллах-ши; Кашни çын хăйĕн вырăнĕнче пулсан пурне те лайăхрах пулмалла. Ахальтен мар лашана пĕр хушă ĕçлеттермесен вăл туртана та вырнаçайми пулать теççĕ. Ĕçлеймен ертÿçĕсене пĕтĕмпех аркатса пĕтериччен вăхăтра ĕçрен хăтармалла.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика