Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă професси – чун уççи

03 июля 2010 г.

Паянхи кун ăçта ан пăх – çавăнта лавкка. Темĕн те сутаççĕ, туян кăна. Анчах та пур лавккана та кĕрес килмест. Мĕншĕн тесен мĕн сутни кăна мар, мĕнле сутни те пĕлтерĕшлĕ. Ятарлă тумтир тăхăнса сентре умне тухса тăнипех чăн-чăн сутуçă пулаймăн. Тавар туянакансемпе сăпайлăн калаçма та, вĕсене кирлĕ япаласене туххăмрах тупса суйласа илме пулăшма та пĕлмелле...

Суту-илÿре ĕçлесси пĕрре те çăмăл мар. Пĕр вăхăтрах укçине те шутламалла, клиентсен ыйтăвне те тивĕçтермелле, тавар ассортиментне те пуянлатмалла, плана вăхăтра тултармалла. Кунта пултарулăх та, çаврăнăçулăх та кирлĕ. Н.А.Столярован вара çак паха енсем пурте пур пулĕ тесе шутлатăп. Вăл район центрĕнчи универмагра заведующи пулса тăрăшать. Надежда Александровна шкул хыççăн суту-илÿ енĕпе ятарлă пĕлÿ илнĕ. Райпо тытăмĕнче тахçантанпах ĕçлет, 2006 çултанпа – универмагра. Вăл кунта ĕçлеме пуçланăранпа универмаг сăн-сăпачĕ чылай улшăнчĕ. Паллах, лайăх енне. Заведующи туянакансене таварпа тивĕçтерессишĕн яваплă, çавăнпа та Н.Столярова хăй кунта ĕçлеме пуçласассăнах чÿрече каррисем, ылтăн эрешсем, обойсем, люстрăсем тата халăха кирлĕ ытти япаласене сутассине йĕркелесе янă. Халĕ райпо универмагĕнче тем тĕрлĕ тавар та туянма пулать – ручка-кăранташран пуçласа сĕтел-пуканпа йăлари техника таранах. Районта пурăнакансемпе хăнасен ыйтăвне тивĕçтерес тесе тăватă сутуçă тăрăшсах ĕçлет кунта.

Надежда Александровна пултаруллă та маттур, хăйĕн ĕçне чунтан парăннă çын. Çакна суту-илÿ ĕçченĕ тивĕçнĕ Хисеп хучĕсем те çирĕплетеççĕ.

Ĕçре çемьери килĕшÿ те пулăшса пырать. Надежда Александровнапа мăшăрĕ, Михаил Андреевич, хĕрпе ывăл ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Халĕ вĕсем виçĕ мăнукĕ ÿснине пăхса хĕпĕртеççĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика