Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăха çамрăкран упрамалла

30 июня 2010 г.

Иртнĕ эрне кун районта хаваслă кăмăл-туйăм парнелекен уяв - Сывлăх кунĕ – пулчĕ.

Ăна Раççейри Çамрăксен кунне тата Наркоманипе кĕрешмелли халăхсем хушшинчи куна халалласа йĕркеленĕ. Унăн программипе килĕшÿллĕн, предприятисемпе организацисен ĕçченĕсен командисен пĕр-пĕринпе ăмăртмалла пулнă. Шел те, Сывлăх кунне райадминистрацин, больницăн командисем çеç хутшăнчĕç. Ытти çĕрте сывă пурнăç йĕркине пăхăнассине тĕпе хумаççĕ пулас.

Çапла майпа, район больницин "Здрава" ушкăнĕпе район администрацийĕн "Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн "Çамрăк гвардийĕ" команди тăватă конкурсра тупăшса хăшĕ маттуртараххине кăтартрĕç. Пĕрремĕш "Ламбада" конкурсра икĕ команди те тупăшура парăнма шутламаннине палăртрĕç, выляса яраканни пулмарĕ. Иккĕмĕш конкурс капитансен хăвăртлăхне тата вĕсем кăшăлпа çаврăнма пултарнине тĕрĕслерĕ. "Здрава" командăн капитанĕ пĕр вăхăтрах икĕ ĕç тума пултарнине çирĕплетсе конкурсра çĕнтерчĕ. Ытти конкурссем те интереслĕ иртрĕç. Ăмăртăва хаклакан жюри членĕсем "Здрава" команда пĕрремĕш вырăна тухнине палăртрĕç. Тĕрĕссипе вара, район больницин "Здрава" команди ку мероприятире çĕнтерме тĕллев лартни вĕсем сцена çине хăйсемпе паллаштарма тухсанах палăрчĕ. Вĕсем сывă пурнăç йĕркине пăхăнас тесен эрех-сăрапа, наркотикпа туслашмалла маррине асăнчĕç, ку усал хăнăхусем организмри хăш органсене сиенленине тĕрлĕ ÿкерчĕксемпе çирĕплетсе пачĕç.

Спорт тĕнчине кĕмелли алăк пурин валли те яр уçă, çавăнпа та кичемленсе лариччен хамăрăн пурнăçа хаваслăрах, интереслĕрех тума тăрăшар.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика