Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче

11 июня 2010 г.

Июнĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Халăх пултарулăх çуртĕнче чăн-чăн чăваш тĕррине тĕрлессипе ачасен республикăри конкурсне пĕтĕмлетнĕ. "Çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче" ятпа иртнĕ мероприятие 17 районпа тăватă хулара пурăнакан ачасем хутшăннă.

Çĕнтерÿçĕсене виçĕ ушкăнра чысланă. Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 11 Б класра вĕренекен Лариса Медведева аслă ушкăнри ачасем хушшинче виççĕмĕш степеньлĕ Диплом çĕнсе илме пултарнă.

Район шайĕнчи конкурсра çĕнтернĕ Лариса Элĕк районĕнче иртнĕ зонăри ăмăртăва хутшăннă. Унта вăл, ыттисемпе танах, малтан тĕрленĕ пĕр ĕç илсе кайнă, икĕ сехет хушшинче теприне ăсталанă.

Ал ĕçне юратаканскер, хĕрача ĕлĕкхи чăваш тĕррине юратса тĕрлет, хăйĕн ăсталăхне малалла та туптама тăрăшать. Ăна ку ĕçре ертсе те пулăшса пыраканĕ – Г.П.Артемьева вĕрентекен. Галина Петровна Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнче 13 çул тăрăшать, çак хушăра унăн вĕренекенĕсем ал ĕçĕпе çыхăннă тĕрлĕ конкурссене хутшăнса малти вырăнсене сахал мар йышăннă. Çыхма-çĕлеме ăстаскер, шкул ачисене вăл "Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр" ваттисен сăмахне тĕпе хурса хавхалантарса пырать.

Ыттисенчен хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăракан илемлĕ чăваш тĕррине шăрçалама пĕлекен ачасем пурри савăнтарать. Тĕрлеме туртăнакансене, çак ăсталăха алла илме тăрăшакансене мухтас килет.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика