Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инвалидсен прависене хÿтĕлесе

11 июня 2010 г.

Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ Раççейре инвалидсене патшалăх енчен пулăшма тата социаллă хÿтлĕх патшалăх гарантийĕсемпе тивĕçтерме шантарать. Çавăн пекех РФ Конституцийĕпе кашни çын гигиенăпа хăрушсăрлăх требованийĕсемпе килĕшсе тăракан ĕçе, ĕçшĕн дискриминацисĕр хавхаланăва, кунсăр пуçне ĕçсĕрлĕхрен хÿтĕлеве тивĕç пулнине çирĕплетнĕ.

1995 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕнчи "Раççей Федерацийĕнче инвалидсене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси çинчен" федераллă саккунпа инвалидсен реабилитацийĕ вĕсен обществăлла, профессиллĕ е кулленхи пурнăçри пултарулăхне туллин е кăштах çирĕплетмелли процесс е тытăм пулнине палăртнă. Реабилитацин тĕп направленийĕсем ĕçпе тивĕçтерме пулăшассине те кĕртеççĕ.

Çÿлерех асăннă федераллă саккунăн 20-мĕш статйипе инвалидсем валли патшалăх влаçĕн федераллă органĕсен, РФ субъекчĕсен патшалăх влаç органĕсен инвалидсен ĕç рынокĕнчи конкурентлăхне ÿстерекен ятарлă мероприятисем ирттерсе ĕçпе тивĕçтерес гарантисене пăхса хунă.

Федераллă саккунпа ĕçлекенсен шучĕ 100 çынран ытла пулсан организацисенче РФ субъекчĕн саккунĕпе ĕçлекенсен списокĕнчи вăтам шучĕн проценчĕпе (иккĕрен сахал мар, тăватă процентран ытла мар) инвалидсене ĕçе илме квота çирĕплетессине палăртнă, Чăваш Енре вара ку хисеп икĕ процентпа танлашать.

Ĕçпе тивĕçтерекенсен çирĕплетнĕ квотăпа килĕшÿллĕн инвалидсене ĕçе илме вĕсем валли ĕç вырăнĕ уйăрма е йĕркелеме тивĕç; ĕç условийĕсене инвалида реабилитацилемелли уйрăм программăпа килĕшÿллĕн йĕркелемелле; инвалидсене ĕçпе тивĕçтерессине йĕркелеме кирлĕ информацие çирĕплетнĕ йĕркепе тăратмалла.

Район прокуратури ирттернĕ тĕрĕслевре район территорийĕнче ĕçлекенсен хисепĕ 100 çынран та иртнĕ, асăннă сферăри саккун ыйтнине пурнăçламан виçĕ организаци пурри палăрнă. Тĕслĕхрен, "Хĕрлĕ Чутайри тĕп больница" сывлăх сыхлавĕн муниципаллă учрежденийĕнче ĕçлекенсен шучĕ 344 çынпа танлашать, квота çичĕ çынран кая мар пулсан кунта пурĕ пилĕк инвалида ĕçе вырнаçтарнă.

Организацисене тупса палăртнă саккуна пăснă тĕслĕхсене çирĕплетнĕ квотăпа килĕшÿллĕн, инвалидсене ĕçпе тивĕçтерме ĕç вырăнĕсем уйăрса парса, уйăх хушшинче пĕтерме хушса районти суда виçĕ тавăç заявленийĕ тăратнă. Çавăн пекех прокуратура организацисен ертÿçисем патне виçĕ представлени тăратнă.

Инвалидсен прависене хÿтĕлес тĕллевлĕ ĕç малалла тăсăлĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика