Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеп грамотине тивĕçрĕç

29 мая 2010 г.

Чăвашпотребсоюз – çĕршывра лидерсенчен пĕри. Нумаях пулмасть вĕсем Раççей потребсоюзĕн председатĕлĕнчен Е.Кузнецовран çакна çирĕплетекен Хисеп грамотине те тивĕçрĕç.

Чăвашпотребкооперацин (председателĕ – Валерий Михайлович Павлов) хăвачĕ пысăк. Çакна республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем кашни çул семинар-канашлăва хутшăнса çирĕплетеççĕ. Чăвашпотребсоюзпа Культура министерстви тата ЧР Журналистсен союзĕпе çуллен ирттерекен семинар-канашлу кăçал 12-мĕш хут иртрĕ. Ăна вĕсем Етĕрне районĕнче йĕркелерĕç. Палăртас килет:кун пек семинар-канашлу пĕлтĕр Çĕрпÿ райповĕнче пулчĕ, çитес çул вара пирĕн райпора иртмелле.

Майăн 26-мĕшĕнче республикăри кооператорсемпе "тăваттăмĕш влаç" Етĕрнери аш-какай комбинатĕнче тĕл пулчĕç, унти лару-тăрупа паллашрĕç. Пухăннисен цехсенче курмалли сахал мар пулчĕ. Унтан Етĕрне райповĕн ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсе магазинсенче, хатĕрлев пунктĕнче пулчĕç. Малалли пайĕнче райпо председателĕсемпе хаçат редакторĕсем Етĕрне райповĕн ларусем ирттермелли залĕнче пуçтарăнса потребкоопераци ялăн социаллă аталанăвне тĕрев панине палăртрĕç, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçленине çирĕплетрĕç. Палăртма кăмăллă, нумай çул тачă çыхăну тытса килĕштерсе ĕçленĕшĕн Чăвашпотребсоюзăн Хисеп грамотине "Канаш" хаçатăн тĕп редакторĕ А.И.Владимиров тата çак йĕркесен авторĕ – А.Н.Оринова – тивĕçрĕç. Çавăн пекех семинар-канашлура пирĕн райпо председателĕ А.Ю.Степанов та Чăвашпотребсоюзăн Хисеп грамотисене тивĕçрĕ. Хĕрлĕ Чутай райповĕ кăçалхи пĕрремĕш кварталта хатĕрлев енĕпе 1-мĕш вырăн йышăннă, тавар туса кăларассипе – 3-мĕш. Калас пулать, Хĕрлĕ Чутай райповĕ темиçе çул ĕнтĕ ку енĕпе малти вырăнсене хăйĕнчен вĕçертмест.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика