Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем

29 мая 2010 г.

 

Преступлени тăвасси ÿснĕ

Кăçалхи 4 уйăх хушшинчи ĕçе пĕтĕмлетсе çакна палăртмалла: районти шалти ĕçсен пайĕ çак тапхăрта преступленисене уçассипе, вĕсене тăвассине асăрхаттарас тĕлĕшпе пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçланă. Оперативлă лару-тăрăва çирĕплетессипе, обществăлла йĕркелĕхе сыхлассипе... мероприятисем йĕркеленĕ. Учетпа регистраци тата статистика дисциплинине çирĕплетессипе хушма мерăсем йышăннă.

4 уйăх хушшинче 119 преступлени тунине регистрациленĕ, пĕлтĕр çак тапхăрта 94 кăна пулнă. Ÿсĕм 26,6 процентпа танлашать. Уйрăм çынна хирĕç тата граждансен харпăрлăхне хапсăнса саккуна пăснин хисепĕ ÿснĕ. Тупса палăртнă сыхланмалли характерлă преступленисен хисепĕ пысăк: кĕлеткене амантса суранланипе, хĕненипе регистрациленĕ преступленисем пурĕ 23 (91,7 процент), пĕлтĕр 12 процент çеç пулнă; вĕлерессипе хăратнă 9 тĕслĕх (пĕлтĕр 1); тем те пĕр каласа кÿрентернипе 7 факт (1). Ют пурлăха хапсăнасси 22,9 процент чухлĕ чылайланнă: 35-рен 43-е çитнĕ. Унсăр пуçне пĕлсе тăрсах ÿт-пĕве йывăр суранлатнипе, хăратнипе икшер факта, çул-йĕр правилисене пăснипе 1 тĕслĕхе шута илнĕ.

Вăрланипе тата çаратнипе, хĕç-пăшала саккунсăр тытнипе, туяннипе çыхăннă преступленисен хисепĕ вара чакнă. 4 уйăх хушшинче мăшкăлланă, взятка илнĕ тĕслĕхсене регистрацилемен.

Террорла

хăрушлăхран

Февраль, апрель уйăхĕсенче, хушупа килĕшÿллĕн, криминаллă тата обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕсен вăйĕпе район территорийĕнчи уйрăмах кирлĕ объектсене, çын массăллă пухăнакан вырăнсене тишкерсе тухнă. Ку ĕç малалла та пырать. Мускав хулинчи, Дагестанпа Ингушети республикисенчи пулăмсем хыççăн пушшех те. Çавăн пекех чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухсан мĕнле ĕçсене пурнăçламаллипе вĕренÿсем, ятарлă тренировкăсем ирттереççĕ.

Йĕркеленĕ преступноçа хирĕç

Пĕрремĕш кварталта йĕркеленĕ вăрă-хурахла ушкăнсем тунă преступленисене регистрацилемен. Шалти ĕçсен пайĕ хĕç-пăшала, вăрçă хатĕрĕсене тата сирпĕнекен япаласене çухатассине тата вăрлассине асăрхаттарассипе ĕçсем пурнăçланă. Пурĕ шалти ĕçсен пайĕнче граждан хĕç-пăшалне 344 единица чухлĕ шута илнĕ. Çак тапхăрта хĕç-пăшала саккунсăр майпа çаврăнăша кĕртнипе çыхăннă 1 преступление тупса палăртнă. Ку сферăра административлă право йĕркине пăснипе 12 факт палăртнă. Вутпа перекен, регистрациленĕ хĕç-пăшала 11 единица чухлĕ туртса илнĕ. Саккунсăр çаврăнăшран харпăр хăй тунă вутпа перекен 1 хĕç-пăшала туртса илнĕ.

Наркотиксемпе

кĕрешни

Экономика тĕлĕшпе 47 (пĕлтĕр – 27) преступление тупса палăртнă. Криминаллă милици енĕпе 41 (22) преступление шута илнĕ. Наркотике саккунсăр çаврăнăша кĕртесрен сыхланассипе ирттернĕ ĕç преступленисене тупса палăртса кăтартусене лайăхлатма май паман.

Тăрă шыв

çине кăларнă

Çак тапхăрта преступленисене уçса парасси 92,5 процентпа танлашать, иртнĕ çулхи кăтартăва 0,3 процент чухлĕ япăхлатнă. Криминаллă милици енĕпе преступленисене тăрă шыв çине кăларасси 90,9 процент шутланать, обществăлла хăрушсăрлăх милици тĕлĕшпе – 94,1(95,9 процент).

Тĕпчевçĕсен аллинче 38 уголовнăй ĕç пулнă, вĕсенчен 13-шне вĕçленĕ. Тĕпчесе пĕлекен органта 67 ĕç шутланнă, 26-шне вĕçленĕ.

Экспертсем 82 следстви ĕçне ирттернĕ, пĕлтĕр – 31.

Учетпа регистраци дисциплини

Пулса иртни çинчен пĕлтернине учета илекен кĕнекене 658 пĕлтерĕве тата заявление регистрациленĕ. Учетпа регистраци дисциплинине пăсни çинчен прокуратурăран 1 представлени пулнă.

Профилактика

Профилактика учетĕнче 215 çын тăрать, вĕсенчен условнăй майпа срок вĕçлениччен ирĕке тухнисем – 24, ирĕкрен хăтарассипе çыхăнман айăплавпа çыхăннисем – 39, çемьере е йăлара право йĕркине пăснисем – 61.

Административлă право йĕркине пăснине тупса палăртассипе тивĕçлĕ тимлĕх уйăраççĕ. Йĕркене пăхăнманнипе 1510 тĕслĕхе тупса палăртнă, алкоголе саккунсăр çаврăнăша кĕртнипе – 11.

Çул-йĕр

ГИБДД ĕçченĕсен ĕç тухăçлăхĕ пĕчĕкленнĕ. Пурĕ çул-йĕр правилисене пăснă 986 тĕслĕхе (1445) палăртнă.

Пĕтĕмлетÿ

Криминогенлă лару-тăрăва тишкернĕ хыççăн служба ĕçĕнче çитменлĕхсем пурри палăрать. Дежурнăй талăк хушшинче преступленисене уçса парассипе, преступниксене тата хыпарсăр çухалнисене шырассипе... ĕçе çĕнетмелле. Тĕрĕсленсе тăракансем тĕлĕшпе иртекен профилактика ĕçĕнче çитменлĕхсене пĕтермелле. Çавăн пекех çул çитменнисем хушшинче йĕркене пăсассине асăрхаттарассипе кирлĕ мерăсем йышăнмалла. Çапла майпа, 2010 çулăн иккĕмĕш кварталĕнче район территорийĕнче террорла актсем пулассинчен мерăсем йышăнмалла, учетпа регистраци тата статистика дисциплинине çирĕплетмелле, ГИБДД ĕçченĕсен çул-йĕр çинче ирттерекен профилактика ĕçне лайăхлатмалла, кăçалхи çур çулччен кăтартусене аванлатмалла.


 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика