Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Тайма пуç чун ăшшишĕн»

08 мая 2010 г.

Çак кунсенче редакцие электронлă çыру килчĕ. Унпа паллашсан иртнине куç умне кăларнипе чун пĕрре хурланать, тепре савăнать. Мускав патĕнче пурăнакан 97 çулхи Тамара Николаевна Вастерова вăрçă вăхăтĕнчи хăйĕн пурнăçне сăнласа панă. Хĕрарăмшăн пирĕн район чунне çывăх. Т.Вастерована Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Чăваш Ене, пирĕн района, эвакуациленĕ. Кунта вăл 1941-1947 çулсенче ĕçлесе пурăннă.

– Вăрçă пуçланнă çул эпĕ 28 çулта пулнă, – çырать вăл хăйĕн çырăвĕнче. – Виçĕ ачапа Хĕрлĕ Чутай салине килтĕм. Эвакуациленисене ял çыннисем пулăшма тăрăшатчĕç. Сăмахран, мана Анфиса Векова чылай пулăшрĕ, вăл çуллахи вăхăтра кашни кун сĕт кÿрсе паратчĕ, Петр Магуськинăн амăшĕ час-часах хур çăмарти пысăкăш услам çу илсе килетчĕ. Васса Магуськинан амăшĕ вара мунчана çăвăнма чĕнетчĕ. Тайма пуç вĕсене чун ăшшишĕн!

Тепĕр куннех эпĕ Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнче математика учителĕнче ĕçлеме тытăнтăм. Шкул директорĕ Федор Иванович шкул ĕçне тата фронта пулăшассине аван йĕркелесе пыратчĕ. Хыççăн вăл та вăрçăра Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуçне хунă.

Пурте эпир – аслисемпе ачасем – Çĕнтерÿшĕн ĕçленĕ. Шкул ачисем вĕрентекенсемпе тан çумăрлă, юрлă çанталăкра та колхозра тăрăшатчĕç. Каçсерен çĕр улмипе пахча çимĕç типĕтнĕ, фронт валли посылкăсем хатĕрленĕ. Çулла пурте шăлан çырли пуçтарма кайнă. Кĕçнерни кунсенче учительсем хресченсен пухăвĕсене ирттеретчĕç, вĕсенче Совет Çарĕн çĕнтерĕвĕсем пирки каласа паратчĕç. Чутайра радио çукчĕ, тухса калаçма кирлĕ информацие парти пÿлĕмĕнчи Григорьевран илеттĕмĕр.

Вырсарни кунсенче те ларса канман. Аслă классенчи ачасемпе Сăр хĕррине танксене хирĕç тăмалли канавсем хатĕрлеттĕмĕр. Шăннă çĕре кăвайт чĕртсе ăшăтаттăмăр, хыççăн кĕреçепе чаваттăмăр. Куç курми тĕттĕм пуличчен ĕçленĕ хыççăн Сăр хĕрринчи колхоз фермине çывăрма каяттăмăр. Ывăннипе ура çинче тăраймастăмăр, алăри çăкăр таткипе çывăрса каяттăмăр.

Каникул вăхăтĕнче аслă классене учительсемпе пĕрле вутă хатĕрлеме яратчĕç. Вăрманта эрнешер пурăннă, сарайсенче çывăрнă. Кашни шкул ачин 2 кубла метр вутă хатĕрлеме тивнĕ.

Вăрçă пуçлансанах ачасен ытларах ĕçлеме тиврĕ. Çавна май вĕренекенсенчен ытларахăшĕ шкула çÿреме те пăрахрĕ. Шкулта каçхи сехетсем йĕркелесен çеç пур ача та вĕренме пултарчĕ. Вĕрентÿ те йывăрлăхпа пыратчĕ. Классенче сивĕ пулнипе чернилсем шăнса ларатчĕç. Йывăр пулнă пулин те пурте пĕр-пĕрне пулăшма, хавхалантарма тăрăшатчĕç. Эпĕ те май пур таран вырăнти халăха пулăшаттăм. Чылай хĕрарăм мана фронта çырусем çыртаратчĕ. Нумайăшĕ хăйĕн хуйхине пайлама килетчĕ. Вĕсене лăплантарма питех те йывăрччĕ.

Вăрçă вĕçленеспе радио пулчĕ. Вăл эрнере пĕр кун çеç ĕçлетчĕ, ăна валли движок çутатчĕç. Çак вăхăтра пурте шăп пулса фронтри хыпарсене итлетчĕç. Пĕррехинче, çурхи ир, 4 сехетре движок ĕçлесе кайрĕ. Эпĕ вăранса кантăк патне чупрăм. Урампа райĕçтăвком председателĕ Титов Захаровсен çурчĕ патне чупать. Тепĕр минутранах вĕсем иккĕшĕ те райĕçтăвкома чупса кĕрсе кайрĕç.

Репродуктортан вăрçă пĕтнине пĕлтерчĕç. Ачасене вăратса вăрçă чарăнни çинчен ăнлантартăм. Лайăх çи-пуç тăхăнса (тĕрĕссипе вăл пулман та, кивĕ, çĕтĕлсе пĕтнĕ туфли çеç пулнă) шкула чупрăмăр. Халăх лăк тулличчĕ: "Ура! Çĕнтерÿ!", – тесе кăшкăраççĕ. Пурте площаде кайрăмăр, трибуна ăсталарăмăр.

Райĕçтăвком председателĕ Тит Захарович пурне те çĕнтерÿпе саламларĕ. Пĕри хурланса макăрчĕ, тепри йăл кулчĕ. Акă вăл, нумайччен кĕтнĕ Çĕнтерÿ! Çавăнпа та пур ветерана та пысăк пĕлтерĕшлĕ уявпа саламласшăн. Çак куна эпир пурте кĕтнĕ! Эсир Атăлтан пуçласа Берлина çити çуран утса тухнă, çĕршывăн Ялавне рейхстаг çине çĕкленĕ. Тайма пуç сире! Сире яланах аса илеççĕ, хаклаççĕ тата юратаççĕ! Ĕç ветеранĕсем те ăшă сăмахсене тивĕç. Вĕсем вăрçă вăхăтĕнче икĕ çыншăн ĕçленĕ. Сирĕн аллăрсем фронт валли мĕн чухлĕ посылка янтламан-ши; Салтаксем патне ăшă çырусем çырни тата...

Аттелĕх вăрçинче нумай нуша тÿснĕ Т.Вастерова 53 çул учительте тăрăшнă. Унăн ĕçне тивĕçлипе хакланине "Хисеп Палли" орденпа сакăр медаль çирĕплетеççĕ. Ватăшăн вара "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медаль темрен те хаклăрах.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика