24 апреля 2010 г.
Илем... Мĕнле çепĕççĕн те ачашшăн илтĕнет. Ахальтен мар ăна паллă тĕпчевçĕ Н.И. Ашмарин "чăваш чĕлхинчи чи хитре сăмахсенчен пĕри" тенĕ. Мĕн-ши вăл илем? Вăл – чуна çĕклентерекен, кăмăла уçакан, куçа илĕртекен туйăм. Пурнăçра мĕн илемлĕ пулма пултарать-ха? Çынсем, тавралăх... Ку хисепе виçесĕр тăсма пулать. Эпĕ вара чăн чăваш ташши илем кÿрет тейĕттĕм. Çак ÿкерчĕкре акăш евĕр шăвакан хĕр пĕрчисене курсан камăн чунĕ савăнмĕ? Шел те, паянхи кун чăваш ташшине ташлама пĕлекенсем шутлă çеç. Йăкăлт-якăлт сиккелеме çеç пĕлетпĕр мар-и? "Пилеш" ача садĕнче воспитатель пулса тимлекен С.Храмова вара хăйĕн ушкăнĕнчи ачасене чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе паллаштарассипе, чăваш ташшисенчи хусканусен хитрелĕхне курма вĕрентессипе тĕрлĕ занятисем йĕркелет. Мул пухăнать те – саланма пултарать, ачасем вара юрă-кĕвĕ, ташă-çемĕ урлă пĕр-пĕринпе çывăхраххăн хутшăнма пултараççĕ. Çакна асра тытать те Светлана Валерьевна. Çапла майпа, С.Храмова шăпăрлансене чăваш халăх йĕркисемпе паллаштарса тăван чĕлхене юратма хăнăхтарать. Тăван чĕлхене юратакан, чăвашла пуплеме именмен çын вара тăван халăхне те, ашшĕ-амăшне те, çĕршывне те хисеплет.
Источник: "Пирěн пурнăç"