Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашне те Е.А.Сергеева ертсе пырĕ

21 апреля 2010 г.

Нумаях пулмасть 13-мĕшĕнче райадминистрацин ларусем ирттермелли Пĕчĕк залĕнче районти инвалидсен пĕрлешĕвĕн отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ. Унăн ĕçне республикăри инвалидсен пĕрлешĕвĕн председателĕ М.П. Кузьминых хутшăнчĕ.

Конференцинчи тĕп ыйтусем – районти инвалидсен пĕрлешĕвĕн председателĕн отчетне итлесси тата çак должноçа çĕнĕ кандидатура суйласси. Сăмах май, паянхи инвалидсен пĕрлешĕвне Евдокия Андреевна Сергеева 10 çул ертсе пырать, хăйне шанса панă тивĕçе чун хушнă пек чыслăн пурнăçлать. Вăл тĕрлĕ сăлтава пула сусăрланса юлнисен ыйтăвĕсене татса парас, вĕсен прависене хÿтĕлес тĕлĕшпе сахал мар ĕç туса ирттернĕ, коллективра ырă ят çĕнсе илнĕ. Çакă унăн докладĕнче уççăнах палăрчĕ.

Палăртмалла, 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 1144 инвалид шутланнă, инвалидсен пĕрлешĕвĕнче – 257. Ку цифрăсем улшăнсах тăраççĕ. Мĕншĕн тесен хăшĕсем çĕре кĕреççĕ, теприсем урăх район-региона куçса каяççĕ. Ял тăрăхĕсенче те инвалидсен пĕрлешĕвĕсем йĕркеленнĕ. Паллах, пĕрлешĕве кĕнисем укçа (взнос) тÿлесе тăраççĕ. Çавăн пекех укçа-тенкĕрен райадминистраци май килнĕ таран пулăшать, спонсăрла пулăшу паракансем те пур. Пухăннă укçаран инвалидсем канцеляр таварĕсем тата ытти кирлĕ япаласем туянаççĕ. Пĕрлешÿри çынсен паллă кунĕсене те çак укçаран уявлаççĕ, кану каçĕсем ирттереççĕ. Тĕслĕхрен, кăçал Сорăмри А.Самаринапа (60) В.Кондратьева (80) юбилей уявĕсемпе саламланă.

Юлашки пилĕк çулта 162 инвалид санаторисенче пулса сывлăхĕсене çирĕплетнĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă 170-шне вăхăтлăх ĕç вырăнĕ тупса панă. Инвалидсем патшалăх уйăракан пулăшупа усă курса 14128,2 пин тенкĕлĕх тÿлевсĕр эмелсемпе препаратсем туяннă. Вăрçă инваличĕсенчен 2-шĕ "Ока" тата 9-шĕ "Лада" автомашинăллă пулнă, 6-шĕ вара укçан илме кăмăл тунă.

Инвалидсем ыттисемпе танах обществăлла ĕçсене хастар хутшăнаççĕ. Вĕсем районта тата республикăра иртекен мероприятисене тăтăшах хутшăнса пултарулăхпа савăнтараççĕ. Инвалидсен пысăк йышĕ ветерансен хорне çÿрет. Акă, 2008 çулта Питĕркассинчи Ермолаевсем республикăри "Инвалидсен çемйи" конкурсра пултарулăхпа палăрчĕç. Березовкăри П.И.Васюкова ветеран çулне кура мар (89) çамрăксемпе тан сцена çинче халăх юррисене шăрантарать.

Спорт юхăмĕнче те çитĕнÿсем чылай. Инвалидсем шашка, шахмат, дартс вăййисене хутшăнса вăй виçеççĕ. "Пĕр пек шăпаллă çынсен пĕрлешĕвне йĕркеленин витĕмĕ пысăк. Эпир, пĕрлешĕвĕн членĕсем, сусăр çынсене шанăç пама, вĕсен пурнăçне савăнăçлăрах туса пыма тăрăшатпăр", – терĕ Е.А.Сергеева отчета вĕçленĕ май.

Пĕрле пуçтарăннă чух инвалидсем хăйсене хумхантаракан ыйтусене хускатрĕç. Больницăри тĕп врачăн çумĕ Л.Кчеткова, 23-мĕш номерлĕ аптека заведующийĕ А.Шурбя, РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕн начальникĕ В.Кузнецова, социаллă хÿтлĕх пайĕн специалисчĕ З.Майорова инвалидсемпе çыхăннă ыйтусене уçăмлатрĕç.

М.П.Кузьминых сăмах илчĕ. Маргарита Павловна Хĕрлĕ Чутайри инвалидсен пĕрлешĕвне юлашки пилĕк çулта çав тери пысăк калăпăшлă ĕç туса ирттернĕшĕн, унăн ертÿçи Е.А.Сергеева вăй-хала шеллемесĕр коллектива аталану çулĕпе ертсе пынăшăн мухтарĕ, тепĕр тапхăра та ăнах хăварма чĕнсе каларĕ. Пухăннисем унăн сăмахĕсемпе килĕшрĕç, малашне те пĕрлешĕвĕн ĕçне Евдокия Андреевнана йĕркелесе пыма шанчĕç, ăнăçу сунчĕç.

Конференцие пĕтĕмлетсе ветерансен хорĕ концертпа савăнтарчĕ.

Республикăра сусăр çынсен пурăнмалли условийĕсем кирлĕ шайра теме иртерех. Ку – çул-йĕр çинчи тимсĕрлĕх, лавккапа аптекăна кĕнĕ чухне кÿмеллĕ çынсем валли ятарлă вырăн туманни...

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика