Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватăсене улталанăшăн – суд сакки çине

21 апреля 2010 г.

Ватăсене пулăшмалла, май килнĕ таран вĕсен çăмăл мар пурнăçне савăнăçлăрах тума тăрăшмалла тетпĕр те, анчах пĕр шелсĕр хур кăтартакансем те пур. Акă, Раççей Почтин Чăваш Республикинчи почтамчĕн Хĕрлĕ Чутайри çыхăну уйрăмĕн почтальонкине мучисемпе кинемейсен тивĕçлĕ пенси укçисене «кĕсьене чиксе пынăшăн» айăплаççĕ. К. ĕç тивĕçĕпе усă курса пĕлтĕрхи октябрьте Х. пенсионерăн уйăхсерен килекен укçипе, пурĕ 710 тенкĕ, хăйне кирлĕ пек усă курнă. Ку преступлени пирки никам та сисменрен, хĕрарăм ноябрĕн 10-мĕшĕнче П.пенсионеркăн укçине 5393 тенкĕ таранах «урăх çĕрелле ăсатнă». Ĕç ăннăран, вăл çав кунах тепĕр ватă кинемейăн 4149 тенкĕ пенси укçине «майлаштарнă». «Аппетит» тени ÿссех пынă почтальонкăн. Ноябрĕн 11-мĕшĕнче хайхискер документ çине хăй алă пусса Т. гражданинăн укçине (3111 тенкĕ ытларах) кĕсьене чикнĕ. Тепĕр кунне, ноябрĕн 12-мĕшĕнче, хĕрарăм хăй участокĕнчи Л.-на улталанă – 9368 тенкĕ пенсине тата 300 тенкĕ компенсаци укçине адресат патне çитермен. Çав кунах, ведомость çине Х. пенсионершăн хăй алă пусса ватăна тивĕçекен 4672 тенкĕ ытларах укçана илнĕ. Çапла майпа, К. РФ Уголовнăй Кодексĕн 160 статйин 2-мĕш пайне, 327 статйин 1-мĕш пайне, 327 статйин 2-мĕш пайне 5-шер хутчен пăснă. Уголовнăй ĕçсене суда янă ĕнтĕ.

Пенсионерсене асăрхаттарас килет. Енчен те почтальонсем сире пенсипе компенсаци укçисене вăхăтра параймарĕç пулсан, йĕрке хуралçисемпе çыхăнса тĕрĕслĕхе шыраса тупма тăрăшăр.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика