Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăла та шыв яраççĕ

24 марта 2010 г.

Халăха таса шывпа тивĕçтерессипе Чăваш Енре ятарлă программа ĕçленине пурте пĕлетпĕр.

Республикăра та, районта та чылай ялсенче шыв ыйтăвне татса панă ĕнтĕ. Анчах та шывсăр нушаланакан ялсем те пур-ха. Çав шутра Тумликасси ялĕ те. Пĕлтĕр кĕр типĕ килчĕ те, çак ялти пĕвесемпе çăлсенче шыв юлмарĕ. Эх, шар кураççĕ-çке халĕ тумликассисем шыв çуккине пула! Юнашар Ишеккассинче пурăнакансемех пăрăх тăрăх килекен шывпа усă курса ыр кураççĕ.

"Вăрмана вутă турттармаççĕ, çăла шыв ямаççĕ", – тет ваттисен сăмахĕ. Паллах, ку сăмахсене тÿрремĕнех ăнланма кирлĕ мар, анчах та, аптăранă кăвакал кутăн чăмнă тенĕ пек, çăлĕсене шыв та ярса пăхрĕç вĕт кăçал тумликассисем! Усси кăна пулмарĕ. Шыв "тарать" çав вăл, çăла ăçтан ярса çитерĕн ăна; Тата шывĕ патне те колонкăна кÿршĕ Ишеккассине çÿремелле вĕт-ха. Кам çунашкапа, машина таврашĕ пуррисем – транспортпа шыв турттараççĕ. Вăй питти çынсем татах-ха, мучисемпе кинемейсемшĕн шыв кÿресси чĕр тамăк. Акă, Клуб урамĕнче пурăнакансем пичке-катка, бидон, хупăлчаллă витре, канистра таврашĕпе (камăн мĕнле савăт пур!) шыв тултнине пĕр пекех курма пулать. Шывсăр пурнăç çук-çке! Сăмах май, асăннă урамра вырнаçнă ача сачĕ те шыв çуккине пулах йывăрлăх тÿсет.

Çанталăка шанмалли çук, юр кăçал та сахал çурĕ, çуркунне çумăр та çумасан каллех шыв пулмасть. Апла пулсан, çанă тавăрсах çăлсене тарăнлатмалла-ши тумликассисен (çăмăл та, йÿнĕ те мар-ха ку ĕç!) е халăха таса шывпа çителĕклĕ таран тивĕçтересси кунта та пурнăçа кĕрессе шанмалла-ши?

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика