Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыратупа вĕçленнĕ юрату

11 ноября 2009 г.

Усал йăла-йĕркепе туслă, çапкаланчăк пурнăçа тытса пыракан хĕре кам юратĕ; Шел те, хăшĕ-пĕри ниме те тиркесе тăмасть. Анчах: «Чавса çывăх та, çыртаймăн», – теççĕ.

Ишеккассипе Тумликасси ялĕсенчи хусахсем, авланса уйрăлнисем те Çĕмĕрлерен яла килнĕ 20 çулхи хĕрпе туслă пулнă. Тĕрĕсрех каласан, пĕрле ĕçсе-çисе «савăнăçлă» пурăннă. Хĕр мĕнле майпа яла лекнипе, унăн ăраскалĕпе никам та интересленмен.

Октябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче, каçхине, асăннă хĕр Тумликассинче пĕччен пурăнакан И. хусах килĕнче пулнă. Çамрăк хĕршĕн ку питĕ меллĕ пулнă. Арçын та ăна тиркесех кайман курăнать. Черетлĕ ĕçкĕ-çикĕ хыççăн хĕр тухса кайма тăнă. Вăй питти арçын ăна тытса чарасшăн пулнă. Вĕсем хушшинче хирĕçÿ пуçланнă. Хăна кил хуçинчен хăтăлас тĕллевпе атă пăри (шило) ярса тытнă, атă-пушмак ăстин вĕсем куç умĕнчех выртнă, арçынна хырăм тĕлĕнчен виçĕ хутчен чикнĕ. Кăштахран суранланнă арçын, мĕн пур вăя пухса, кÿрше каçнă. Паллах, лешсем преступленилле ĕç çинчен милицине шăнкăравланă. Йĕрке хуралçисем çĕр каçипе хĕре шыранă. Тупнă. Преступник хăй усал ĕç тунă килех çаврăнса çитнĕ те канлĕн çывăрнă.

Хальхи вăхăтра шар тÿснĕ арçын сиплев учрежденийĕнче выртать. Преступник унăн пурнăçĕшĕн кирлĕ органĕсене самаях хавшатнă.

Халĕ çамрăк хĕре тытса чарнă ĕнтĕ. Ăна РФ Уголовнăй Кодексĕн 111 статйин 1-мĕш пайĕпе айăплаççĕ. Преступлени тунăшăн хĕре 2 çултан пуçласа 8 çул таран ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ.

Çакна хушса каламалла. Тĕрĕслев кăтартнă тăрăх, Çĕмĕрле хĕрĕ ниçта та регистрацинче тăмасть. Пĕлтĕр çеç çын пурлăхне çаратнăшăн «йĕплĕ пралук» хыçĕнчен ларса тухнă пулнă. Кăçал, акă, Ишеккасси тăрăхне лексе унти арçынсемпе савăшса пурăннă. Анчах «юрату» ырри патне илсе çитермен.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика